11 июня 2016 г.
Районти прокуратура вĕренÿ учрежденийĕсенче йышăнакан тĕрлĕ документ федераци саккунĕсемпе килĕшсе тăнине тĕрĕсленĕ, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕн прависене хисепленипе кăсăкланнă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ /комитечĕ/ çинчен калакан положенисене хăш-пĕр вĕренÿ учрежденийĕсенче ашшĕ-амăшĕн вĕренÿ процесне йĕркелеме пулăшакан тивĕçсен шутне учебниксем, кăтарту методика пособийĕсем, ытти вĕренÿ хатĕрĕсене туянассине те кĕртнине палăртнă. Унсăр пуçне вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕн учрежденисене пултарнă таран укçан тата пурлăхпа пулăшмалла иккен.
Çак нормăсем - саккунсăр, РФ Конституцине хирĕçлеççĕ. Тĕп саккунра вара патшалăхăн тата муниципалитетсен вĕренÿ учрежденийĕсенче кашнин пĕлÿ илмелли ирĕк пуррине, шкулчченхи, пĕтĕмĕшле тата вăтам професси пĕлĕвĕ илесси тÿлевсĕр пулнине çирĕплетнĕ.
Район прокурорĕ 7 вĕренÿ учрежденийĕн çакнашкал акчĕсене хирĕçленĕ. Çавна май саккуна хирĕçлекен нормăсене пăрахăçланă.