11 июня 2016 г.
Кăçал район территорийĕнче 6 пушар тухнă. Вĕсем пин-пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Вут-çулăм алхаснин сăлтавĕсем тĕрлĕрен, анчах инкекĕ пĕрре. Электроприборсем, мунча мăрйи, транспорт çинчи электрооборудовани юсавсăррипе пĕршер, вут-çулăмпа асăрханмасăр усă курнипе виçĕ пушар тухнă.
Чăваш Республикин Правительствин 2016 çулхи майăн 11-мĕшĕнчи 163-мĕш хушăвĕпе пирĕн республикăн территорийĕнче майăн 22-мĕшĕнчен вара пушара хирĕç кĕрешмелли уйрăм режим çирĕплетнĕ. Çакă граждансене чылай чарăва тытса пыма хушать. Сăмахран, вăрмансемпе вĕсене çывăх территорисенче кăвайтсем чĕртме, ăпăр-тапăр çунтарма,кăмрăк çинче апат-çимĕç хатĕрлеме чарнă.Çавăн пекех вăрман, йывăçсен тăрăхĕсен çывăхĕнче, ялхуçалăхĕнче усă куракан çĕрсем çинче типĕ курăка çунтарма юрамасть. Кунсăр пуçне пушара хирĕç кĕрешмелли уйрăм режимăн пушар хăрушлăхĕн IV тата V класĕсенче çынсене вăрмана кĕме чараççĕ.
«Раççей Федерацийĕнчи пушара хирĕç кĕрешмелли режимĕн правилисен» 17-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн /ăна РФ Правительстви 2012 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ/, пушара хирĕç кĕрешмелли уйрăм режим туса хурсан ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен территорийĕсенче кăвайт чĕртме, хăш-пĕр участоксенче пушар хăрушлăхĕ кăларса тăратма пултаракан ĕçсене пурнăçлама, кăмакасене, котел установкисене хутма юрамасть.
Пушара хирĕç кĕрешмелли уйрăм режим требованийĕсене пăсакансене административлă штрафсем кĕтеççĕ: граждансене 2 пин тенкĕрен пуçласа 4 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене – 15 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран, юридика сăпачĕсене – 400-500 пин тенкĕ.
С. САРДАЕВ,
пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн инспекторĕ.