08 июня 2016 г.
Чăваш Енре математикăпа профиль шайĕнчи пĕрлехи патшалăх экзаменне 4,2 пин ытларах, çав шутран пирĕн районта 90 çын тытнă.
Çак экзамена ăнăçлă тытни ачасене инженерипе техника, педагогика тата ытти специальноçсене алла илме аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлĕве малалла тăсма май парать.
Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан С.Петрова пĕлтернĕ тăрăх, экзаменра пысăк çитменлĕхсем пулман. Шел пулин те, пĕрлехи патшалăх экзаменне ирттермелли йĕркесене пăснăшăн - карас телофонĕпе, шпаргалкăсемпе усă курнăшăн 5 çынна экзаменран кăларса яма тивнĕ. Çавăнпа С.Петрова кашнинех йĕркене çирĕп пăхăнма, саккуна хисеплеме сĕнет.