08 июня 2016 г.
Юлашки вăхăтра ачасем чÿречесенчен тухса ÿкнĕ тĕслĕхсем час-часах пулкаларĕç. Акă, иртнĕ эрнере республикăра çул çитмен икĕ ача чÿречерен тухса ÿкнĕ.
Пĕр тĕслĕх Муркаш районĕнче пулнă. Икĕ çул çурăри ача халĕ реанимацире выртать. Унăн пуç мими чĕтреннĕ.
Тепĕр тĕслĕх Канашра пулнă. Унта, шел те, инкек ача вилĕмĕпе вĕçленнĕ. 10 уйăхри пепке нумай хутлă çурт чÿречинчен ÿксен сывлама чарăннă.
2014 çулта кунашкал тĕслĕх нумай пулнă. Ун чухне 5 ача çÿллĕшĕнчен ÿкнĕ, 2015 çулта та пилĕк çемье шар курнă.
Ку инкек москитлă сеткăсене тата аслисен тимсĕрлĕхне пула сиксе тухать. Çавăнпа ашшĕ-амăшне асăрхануллăрах пулма сĕнеççĕ. Ачасене чÿрече янахĕсем çине лартма юрамасть, кантăк çине вырнаçтарнă москитлă сетка пĕрре те шанчăклă мар, вăл йывăрăша чăтаймасть. Пĕчĕкскерсем чÿрече çывăхне ан пыччăр тесен сĕтел-пукана аяккарах лартмалла, хăйсене пĕччен пÿртре хăвармалла мар.