08 июня 2016 г.
Çанталăк шăрăх тăрать. Шыв объекчĕсем çинче инкексем пулма та ĕлкĕрчĕç. Акă, майăн 26-мĕшĕнче кăна икĕ инкек регистрациленĕ, вĕсенче виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Çав кун Шупашкар районĕнчи пĕр ял çывăхĕнчи пĕвере пулăçсем путнă çыннăн /1952 çулта çуралнă/ виллине тупнă. Иккĕмĕш инкек Çĕмĕрле районĕнче пулнă. Пĕвере 2006 тата 2011 çулсенче кун çути курнă арçын ачасем путса вилнĕ.
Районта пурăнакансене тимлĕ те асăрхануллă пулма ыйтатпăр! Юханшыв хĕрринче каннă вăхăтра хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнăр, ачăрсемпе те профилактика калаçăвĕ ирттерĕр. Ятарласа уйăрнă тата хатĕрленĕ вырăнта кăна шыва кĕме юранине ан манăр. Ÿсĕрле тата пĕччен шыва ан кĕрĕр. Лайăх ишме пĕлекен аслă çынсем сăнаса тăрсан кăна ачасене шывра шăмпăлтатма ирĕк памалла.
А.КЛЕМЕНТЬЕВ.