08 июня 2016 г.
Пĕр-пĕрне юратакан çамрăксене вăл кăна та мар, инçет çĕршыв та хăратмасть. Юлашки çулсенче чăваш пикисемпе каччисем ют çĕршыв çамрăкĕсемпе мăшăрланнă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. Енчен те хĕр ют çĕршыв каччипе çемье çавăрма шут тытнă тата çамрăксем хăйсем мăшăрланнине ют çĕршывра çирĕплетеççĕ пулсан, хĕр хăй пурăннă вырăнти ЗАГС пайĕнчен вăл никампа та мăшăрта тăмасть тесе справка илмелле. Унтан çак справка çине Чăваш Республикин Юстици министерствин ЗАГС пайĕнче апостиль ларттармалла. Малалла вĕсен каччă пурăнакан çĕршывăн мăшăрлану саккунне пăхăнса çемье çавăрас пулать.
Мĕн-ха вăл апостиль? Ансат калас-тăк – апостиль лартнине ансатланă легализаци теме пулать. Çакă документа урăх патшалăх территорийĕнче юридици вăйĕ пама кирлĕ. Апостиль – Раççейĕн официаллă документне лартакан тăваткал формăллă ятарлă штамп, ăна кайран текех ĕнентерме кирлĕ мар. Унăн тĕсне çирĕплетсе стандартизациленĕ, ăна кирек хăш çĕршывра та «паллаççĕ». Çак йĕрке граждансене документа Гаагăри 1961çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнчи конвенцие хутшăннă çĕршывсенчен хăшне те пулин /паян çак списокра 108 патшалăх/ илсе каяс пулсан кирлĕ.
Енчен те çамрăксем Раççей Федерацийĕн территорийĕнче мăшăрланма шут тытнă пулсан, вĕсен пирĕн çĕршыв законодательствине пăхăнмалла. Хăйсем кирек хăш çĕршыв гражданинĕ пулсан та мăшăрланмалли условисене хăйсен çĕршывĕнне тĕпе хумалла.
Тĕслĕхрен, пирĕн граждансем мăшăрланма заявлени панă чухне çемье законодательствине пăхăнса хăйсем мăшăрланма килĕшнине сăмахпа çырса анчах пĕлтереççĕ. Бельги çĕршывĕн саккунĕпе вара мăшăрланма шут тытнă çамрăксен мăшăрланас умĕн килĕшÿ хучĕ çырмалла тата пирĕн çĕршыври пекех, мăшăрланма май паракан çула çитнине пăхăнмалла.
Çамрăксем иккĕшĕ те ют çĕршыв гражданинĕсем тата пирĕн çĕршывра мăшăрланас теççĕ пулсан, вĕсенчен кашнийĕ хăйсен çĕршывĕн саккунĕсене пăхăнмалла. Çакăнпа пĕрлех тата Раççей Федерацийĕн Çемье кодексне тĕпе хурас пулать.
Ют çĕршыв гражданинне пирĕн патăмăрта мăшăрланма заявлени çырма мĕнлерех документсем кирлĕ пулаççĕ-ха? Чи малтанах – хăй кам пулнине ĕнентерекен документ – вырăсла куçарнă ют çĕршыв паспорчĕ. Паспорта вырăс чĕлхине гражданин хăш çĕршыв çынни - çав ют çĕршыв посольстви, ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви е тата нотариус куçарма тата тĕрĕс тесе çирĕплетме пултарать.
Тата тепĕр документ вăл – гражданин заявлени панă вăхăта «никампа та мăшăрланура тăмасть» тесе çирĕплетекен вырăсла чĕлхене куçарнă справка. Мăшăрланура тăнă пулсан – мăшăрпа уйрăлни çинчен свидетельство, мăшăрĕ вилнĕ пулсан – вăл вилни çинчен çирĕплетекен свидетельство е тата хăш-пĕр çĕршывсенче – мăшăрсем уйрăлни çинчен суд йышăнăвĕ. Мăшăрланура тăманнине çирĕплетекен справкăпа 3 уйăх тăршшĕ усă курма пулать.
Енчен те пĕри вырăс чĕлхипе калаçать, тепри – ют чĕлхепе, виççĕмĕшĕ вара пачах та хăйне кирлĕ пек саккун «чĕлхипе» ăнлантарма тăрăшнă чухне мĕнлерех дипломати çыхăнăвĕ кирлĕ-ха? Тĕслĕхрен, пĕр-пĕрне ăнланманни тин çеç асăннă справкăна хăш çĕртен илмеллине ăнлантарнă чухне сиксе тухать. Тĕрлĕ çĕршывра тĕрлĕ учрежденинчен илме пулать кун пек справкăна. Тĕслĕхрен, Таджикистан гражданинĕ хăйсен çĕршывĕн Юстици министерствин граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан управленинчен анчах илме пултарать. Украина гражданĕсем хăйсен çĕршывĕнчех нотариусра çирĕплетнĕ «мăшăрта тăмасть» тесе çырнă заявлени е Мускаври Украина посольствинче илнĕ справка тăратма пултараççĕ. Енчен те справкăна маларах илсе килмен пулсан е пачах та урăх учрежденинчен илнĕ пулсан камăн-ха каялла çапла инçете каяс килтĕр; Пирĕн районта юлашки 5 çулта чăваш пикисем ытларах Украина, Молдова, Беларуç Республикинчен, Таджикистан тата Узбекистанран килнĕ йĕкĕтсемпе мăшăрланнă.
В.СПИРИДОНОВА,
район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ.