04 июня 2016 г.
Районти 147 выпускникшăн обязательнăй йĕркепе - математикăпа тата вырăс чĕлхипе тытмалли патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем хыçра.
Халĕ вĕсем мĕнле балл пухнине кĕтеççĕ. Аса илтеретпĕр, математикăпа никĕс пайне тытакансен сахалтан та 24 балл пухмалла. Июнĕн 6-мĕшĕнче математикăпа профильлĕ майпа ППЭ тытакансен вара 36 балран кая мар пулмалла.
Экзамена инспекторсем, общество сăнавçисем тимлĕ пăхса, сăнаса кĕртнĕ.