04 июня 2016 г.
Район прокурорĕ ертсе пынипе Елчĕк районĕнчи право сыхлавĕн органĕсен ертÿçисен координаци канашĕн анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта коррупцие хирĕç кĕрешес тата должноçпа усă курса тунă преступленисене уçса парас енĕпе мĕнле ĕçленине сÿтсе явнă.
Ларăва РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн экономика хăрушсăрлăхĕ тата коррупцие хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Сергей Свинин, полицин районти пайĕн ертÿçи Игорь Михайлов, Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи Андрей Иванов, районти право сыхлавĕн ытти органĕсен ертÿçисем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Канашлура Сергей Свинин тата Игорь Михайлов отчечĕсене итленĕ, ытти участниксем тухса калаçнă. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, йышăнакан мерăсене пăхмасăр коррупци пулăмĕсем чакмаççĕ. Канашлу участникĕсем право йĕркисене сыхлакан органсем, тĕрĕслесе тăракан хăш-пĕр органсем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем коррупцие хирĕç çителĕксĕр кĕрешнине палăртнă. Бюджет укçи-тенкине пайланине тата расхутланине, патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курнине, патшалăхăн тата муниципалитетăн çĕр участокĕсемпе суту-илÿ тунине, патшалăх тата муниципалитет органĕсен заказĕсемпе таварсем туяннине, патшалăх тата муниципалитет нушисене тивĕçтерме пулăшу ĕçĕсем панине çирĕп тĕрĕслесе тăмалла.
Право сыхлавĕн органĕсен ертÿçисен координаци канашĕнче пĕрлехи постановлени йышăннă. Унта коррупцие хирĕç кĕрешессине, взятка парассипе илессин, должноçпа усă курса йĕркене пăснин факчĕсене тупса палăртассине лайăхлатмаллине асăнса хăварнă.
В.НИКОЛАЕВ,
район прокурорĕ.