04 июня 2016 г.
Раççей Федерацийĕн территорийĕнче сутма чарнă таварсен тĕлĕшĕпе йышăннă законодательствăна Елчĕкри пасар территорийĕнче мĕнле пăхăнса ĕçленине район прокуратури Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи Россельхознадзор Управленийĕпе пĕрле тĕрĕсленĕ.
Çĕршыв экономикинчи лару-тăрăва кура, çавăн пекех Раççейри тавар туянакансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе, уйрăммăн илсен, Польша тата Турци çĕршывĕсенчен продукци кÿрсе килессине чарса лартас тĕллевпе РФ Президенчĕ 2014-2015 çулсенче темиçе Указа алă пусса çирĕплетнĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче палăртнă йĕркене пăхăнманнине тупса палăртнă. Кунта Гузелия Кирпичева уйрăм предприниматель Польша тата Турци çĕршывĕсенчен кÿрсе килнĕ панулми тата помидор сутнă. Асăннă йышши продуктсене /пурĕ 200 килограмм/ çийĕнчех сутма чарнă. Сутма чарнă пĕтĕм тавара хуçи умĕнчех хăй килĕшнипе таптаса тĕп тунă.
Унсăр пуçне, уйрăм предприниматель тĕлĕшĕпе РФ КоАПĕн 10.3 тата 14.2 статйисемпе килĕшÿллĕн административлă ĕç пуçарнă.
К.КОНОВАЛОВА,
район прокурорĕн пулăшаканĕ.