Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тискерлĕх паллисем

04 июня 2016 г.

Мĕн вăл тискерлĕх? Çак ыйту çине эпир пурте, хисеплĕ вулакансем, çăмăллăн хуравлама пултаратпăр. Çынна вĕлерни, мăшкăллани, вăйсăр е чирлĕ çынран кулса иртĕхни, ют пурлăха хапсăнса çынна çука хăварни тата нумай киревсĕр ĕç тесе ăнланма пулать.

Анчах та шел, пурăнан пурнăçра, кашни кун куç умне тухса тăракан тискерлĕх паллисене аса илместпĕр. Хăнăхнă темелле-ши? Курмăш пулатпăр е çынпа хирĕçес мар тесе чĕнместпĕр. Хамăр та çылăхлă тесе суккăр, чĕлхесĕр пулатпăр.

Нумайăшĕ курнă пуль, çул хĕрринче выртакан çÿп-çап тултарнă пакет-хутаçа, михĕсемпе савăт-сапана, бутылкăсене. Тискерлĕх палли мар-и?

Юханшыв хĕррине, улăха е вăрмана çынсем ушкăнпа канма, ĕçсе-çисе савăнма килеççĕ. Ăçта таса, хитре, çавăнта вырнаçаççĕ вĕсем. Çынсен ушкăнĕ кайнă хыççăн çак вырăнта мĕн кăна выртса юлмасть пулĕ? Айккинерех кайсан хăсăкĕ те, каяшĕ те, презервативĕ те выртать. Çĕр-аннене «кучченеç» парса хăварнă. Çак ушкăнри çынсемех тепĕр хут çак вырăна килсен таса вырăн шырама пуçлаççĕ. Варласа хăвараççĕ. Тискерлĕх палли мар-и çакă? Тепĕр тĕслĕх. Хитре, капмар çурт. Кил умĕнче тап-таса, илемлĕ чечексем ÿсеççĕ. Картишĕнче пĕр çÿп-çап курăнмасть. Йытă йăвине те сăрласа илемлетнĕ. Ăçта хураççĕ-ши пуçтарăннă ăпăр-тапăра? Инçе мар! Пахча хыçĕнчи юханшывра е çырма-варта выртаççĕ тискерлĕх паллисем.

Çакăн пек ирсĕрле хăтланакан çынсем хушшинче тĕрлĕрен шайри пуçлăхсем, тÿре-шара /чиновниксем/, депутатсем те тĕл пулаççĕ. Тавралăха тирпей-илем кĕртме халăх нимене пуçтарăнсан çак çынсемех мĕн тумаллине кăтартса-вĕрентсе çÿреççĕ.

Тăван анне çине кам сурма, ун ятне варалама пултарать? Çĕр-анне тетпĕр, çĕр-аннене ним вырăнне те хумастпăр. Тискерлĕх мар-и? Çăкăр çиетпĕр, шыв ĕçетпĕр, сывлăша сывласа илетпĕр - çĕр-аннен пехилĕпе!

«Çын çĕр çинче хуçа», - тени, ман шутпа, тĕрĕс мар. Хăнасем эпир. Çĕр-анне патне килнĕ хăнасем. Хăнара хăйне киревсĕр тыткалакан çын кам вăл?

Çĕр çине çÿп-çап /конфет хучĕ е пирус тĕпĕ пулсан та/ пăрахма тытăнсан аса илĕр хăвăр камне. Чунăрта ăшпиллĕх пулсан.

А.СОРОКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика