Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кевер пек хаклă 60 çул

04 июня 2016 г.

Кевер пек хаклă 60 çул

Районта пурнăç çулĕпе  60 çул юнашар утакан çемьесем - 17.

Вĕсенчен иккĕшĕ - Тÿскел ялĕнчи Валентин Афанасьевичпа Надежда Зиноновна Шашковсемпе Шăмалакри Александр Степановичпа Клавдия Дмитриевна Усановсем.

Сумлă çемьесемпе районти ЗАГС пайĕнче тĕлпулу иртрĕ. Малтанах юбилярсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый саламларĕ. Уяв саламĕсем çумне Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Павлов, «Прогресс» АХОн профсоюзăн вырăнти комитечĕн председателĕ О.Крылова, «Единая Россия» партин Елчĕк ĕçтăвкомĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Л.Павлова, ачисемпе тăван-пĕлĕшĕсем хутшăнчĕç.

Кевер туй ирттерекен икĕ çемье те йышлă ача-пăча çуратса ÿстернĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен хăйсем суйласа илнĕ ĕçре тăрăшнă. Паян вĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе кăна мар, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.

- Чи кирли - пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнни. Ĕç - пурнăç илемĕ. Çавăнпа та тăтăшах ĕçлемелле, наянланса лармалла мар, - теççĕ сакăр теçеткерен иртнĕ  хисеплĕ çыннăмăрсем.

Юбилярсем ЗАГС пайĕн «Хисеплĕ хăнасем» кĕнекинче алă пусрĕç.

Бриллиант туйне паллă тăвакан Шашковсемпе Усановсем çамрăк мăшăрсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсен ячĕпе Елчĕкри культура ĕçченĕсем, Тÿскелти «Шуçăм» ушкăн чуна ăшăтакан  янăравлă юрăсем шăрантарчĕç.

Н.БАЙМУШКИНА.

Сăнÿкерчĕкре: Шашковсемпе Усановсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика