Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăн асаттесен çул-йĕрĕпе

04 июня 2016 г.

Мăн асаттесен çул-йĕрĕпе

Елчĕк районĕ аваллăх историйĕпе, хăйĕн паллă çыннисемпе пуян. Районта çĕршыв, республика шайĕнче упранакан аваллăхпа çутçанталăк палăкĕсем те сахал мар. Пĕрисене эпир лайăх пĕлетпĕр, теприсем çинчен илтмен те. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине халалланă «Мăн асаттесен çул-йĕрĕпе» иртнĕ велопоходра вара ачасемпе çамрăксене кăна мар, аслисем валли те пĕлмелли нумай пулчĕ.

Кăçалхи майăн 28-мĕшĕ пограничниксен кунĕ пулнипе кăна мар, район историйĕнче пысăк йышпа велосипедпа поход йĕркеленипе асра юлĕ. Велочупăва хутшăннисем чи малтанах райцентрти тĕп лапама пуçтарăнчĕç. Кам кăна çук унта: район администрацийĕн пай пуçлăхĕсемпе ĕçченĕсем, тĕрлĕ организаципе предприятире ĕçлекенсем, спортсменсем, шкул ачисемпе çамрăксем, ача-пăча садне çÿрекенсем... Район историйĕпе кăсăкланакансене, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.Левый саламларĕ, 41 çухрăмлă дистанцие ăнăçлă вĕçлеме сунчĕ.

Аваллăхсăр малашлăх çук

Чи малтанах велопохода хутшăнакансем Аттелĕхĕн Аслă вăрçин паттăрĕсен аллейине чарăнса Николай Петрович Иванов, Семен Алексеевич Андреев, Александр Филиппович Беляев бюсчĕсем умĕнче пуç тайрĕç. Паллă ентешĕмĕрсен, Совет Союзĕн Геройĕсен ячĕпе райцентрти урамсем хисепленсе тăраççĕ. Велосипедистсем Раççей, Çĕнтерÿ ялавĕсене вĕлкĕштерсе пĕрремĕш чарăнăва А.Ф.Беляев пурăннă çурт тĕлĕнчи Асăну хăми патĕнче турĕç. Унтан Марков купса лавкки патне çитрĕç. Кунта велосипедистсене Елчĕк шкулĕнче иккĕмĕш класра вĕренекенсем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вĕсем те ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче туса лартнă лавккан историйĕпе кăсăкланчĕç. Кооператив урамĕнчи 79-мĕш çурта  тунă Марков купса Ĕнел ялĕнчен пулнă. Вăл тутар купсисемпе туслă çыхăну тытса тĕрлĕ япалапа суту-илÿ тунă. 1927-1928 çулсенче кулак тесе арестлеме пуçланине  сиссе лавккине сутнă та ялтан тухса кайнă. Унăн малаллахи кун-çулĕ паллă мар.

Елчĕкри тепĕр историпе архитектура палăкĕ - районти тĕп больницăн администрацийĕн çурчĕ. 1896 çулта кунта 15 вырăнлăх земство  больници уçăлнă.  А.А.Буйновский земство тухтăрĕн çурчĕ пулнă вăл. Эрешлесе илемлетнĕ çуртра РСДРПн Хусанти комитечĕн тĕлпулăвĕсем иртнĕ. Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи, велочупăва иккĕмĕш класра вĕренекен ывăлĕпе хутшăннă Ирина Аникина асламăшĕ, Агреппина Терешкина, 8-9 çулсенче Буйновскисем патĕнче ача пăхнине, çынсем пуçтарăнсан алăкĕсене хупса канашланине, арестлеме килсен ачисене пытарнине каласа панине аса илчĕ. А.Молоствов врач Буйновскисен Николай ывăлне пĕлнине каласа пачĕ.

Велосипедистсене районти тĕп больница коллективĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Майăн 31-мĕшĕнче пирус туртакансене хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери  кун пулнă май Рената Шакова психиатр-нарколог пирус сиенĕ пирки чарăнса тăчĕ. Шурă халатлă ĕçченсем «Я за некурящую Россию. А ты?» плакатсем йăтнă. Сыватупа профилактика кабинечĕн инструкторĕ Вера Алюкина ĕçтешĕсемпе велосипедистсене массăллă зарядкăна тăратрĕ. Унтан «Тухтăрпа уçăлса çÿретпĕр» акцие хутшăнса, «Дыши спокойно» плакат йăтса тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсем Титов урамĕпе утрĕç. Кунта велосипедистсен йышне Алиса Пупинăпа Анатолий Молоствов врачсем хутшăнчĕç.

Елчĕк ялĕн хĕвелтухăç енче, «Прогресс» АХОн ĕне ферминчен аялалла, хуçалăхăн тырă ани  кĕтесне чарăнчĕç. Кунта культура еткерлĕхĕн палăкĕ «селище» /10-13 ĕмĕрсенчи авалхи ял вырăнĕ/ вырнаçнă. 1964 çулта çакăнта Р.Фахрудинов ертсе пыракан археологи отрячĕ пăлхарсен тăм савăчĕсене тупнă. 1974 çулта  çак хире патшалăх сыхлакан палăксен йышне кĕртнĕ.

Район çутçанталăк палăкĕсемпе те пуян. Вĕсенчен пĕри - Тĕпсĕр кÿлĕ. Елчĕк ялĕнчен 2 çухрăм кăнтăралла, Патреккел ялĕнчен çурçĕрелле вырнаçнă вăл. Тавралăх калама çук илемлĕ. Кÿлĕре çăвăнса илсе пит-куçа уçăлтарма лайăх. Палăк 1 гектар йышăнать. Кÿлле Тĕпсĕр ят ахальтен паман, ĕлĕкхи ватăсем тилхепе ярсан та тĕпне çитеймен. Питĕ тарăн пулнă вăл.

Тĕпсĕр кÿлĕ патĕнче пире Аслă Елчĕкри культура ĕçченĕсем çăкăр-тăварпа, илемлĕ юрăсемпе кĕтсе илчĕç. Туристсен пĕрремĕш канăвне культработниксем хаваслă ирттерме тăрăшрĕç. Аслисемпе çамрăксен командисем тĕрлĕ тупăшура вăй виçрĕç.

Кăштах канса илнĕ хыççăн туристсем Аслă Елчĕкри вăтам ĕмĕрти паллă истори палăкĕ патне - авалхи ял вырăнне çитрĕç. 1 çухрăма тăсăлакан вырăнта 1926-1927, 1931 çулсенче авалхи япаласем нумай  тупнă.

Малалла хир тăрăх Таяпа Энтри ялĕн «хула вырăнне» çитрĕмĕр. Кăштах çумăр пĕрĕхни çул çинчи тусана пусарчĕ. Анатолий Петров фермер тăрăшнипе кунта хулаш вырăнне çирĕплетекен паллă вырнаçтарчĕç. Ĕмĕр асра юлмалли самантпа кашни турист кăсăкланчĕ. Хулаш вырăнĕнче тăпра купаласа çаврăннă вырăнсене курса тĕлĕнтĕмĕр. 1920 çулта унта авалхи купасенче /валсенче/ çĕр айĕн çÿремелли вырăнсем, çĕçĕсемпе кинжалсем, хĕçсем тупнă. Хулаш тăваткал евĕрлĕ пулнă, лаптăкĕ - 13500 метр. 1966 çулта Таяпа Энтринчи А.Ласточкин çак хулаша Тĕпекри хула вырăнĕ тесе палăртнă.

Тăпраллă, тăвалла çул ывăнтарчĕ пулсан та туристсем  çутçанталăкăн тепĕр палăкĕнчен пăрăнса иртес темерĕç - Тăрнашур кÿлли çывăхĕнчи тавралăхăн илемне путрĕç. Пит-куçа тăрă шывпа çуни, сулхăнта ларса кăштах вăй илни малалла талпăнма хистерĕ.

Çырмасемпе тайлăмсене хыçа хăварса Кĕçĕн Таяпари çăлкуçа чарăнтăмăр. Кунти айлăмра хуранта пулă шÿрпи пăсланать, тĕрлĕ çимĕç тураса кваспа хутăштарнă сивĕ апат сĕтел çинче хатĕр ларать, ĕлĕкхи сăмаварта  сиплĕ курăксенчен вĕретнĕ чей шăрши кăмăла уçать. Глафира Григорьева кукша пуç чечекĕнчен, хыр йĕкелĕнчен хатĕрленĕ пылĕ чуна çемçетрĕ.

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров, велочупăва Елчĕкренех пуçланăскер, хăнасене çăлкуç историйĕпе паллаштарчĕ. Çамрăксемпе шкул ачисем сиплĕ шывпа чÿхенсе, ыттисем ăна ĕçсе киленчĕç. Кĕçĕн Таяпари культура ĕçченĕсем хуткупăса тăсса илемлĕ юрăсем шăрантарни похода тата илĕртÿлĕх кĕртрĕ.

Петровка ялĕнчен инçе мар вырнаçнă çăлкуç вырăнĕ чăннипех те илемлĕ. Михаил Скворцов вĕрентекенĕн çуралса ÿснĕ ялĕ вăл, çавăнпа  та Михаил Петрович çак вырăнта ĕне кĕтĕвĕ кĕтнине, кунта тахçантанпах пулманнине, асаилÿ  çăмхи ачалăха илсе çитернине пĕлтерчĕ.

Çăлкуçа 2010 çулта çĕнетнĕ. Ку тăрăхра пурăнакансен кану вырăнĕ вăл. Хĕлле, Кăшарнинче, кунта шыва кĕрессине йĕркелеççĕ. Çутçанталăк палăкĕсене упрасси çине В.Петров пуçлăх тимлĕх нумай уйăрни курăнать. Çырма хĕррипе - «Россельхозбанк» ОООн Елчĕкри хушма уйрăмĕн управляющийĕ Алексей Миллин, район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертсе пыракан тĕп эксперт специалисчĕ Владимир Петров, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Скворцов тата ытти пултаруллă çамрăксем сирень тата хăмла çырли йывăççисем лартса хăварчĕç.

Тутлă шÿрпе çисе канса илнĕ хыççăн велотуристсен çулĕ Аслă Таяпа енне тăсăлчĕ. Хулаш патĕнче инçе çула хыçа хăварнă колоннăна Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василиса Сапожникова, юрă-ташă ăстисем çăкăр-тăварпа, пылпа, чăкăтпа, кваспа хавассăн йышăнчĕç. Чăваш тумне тăхăннă капăр та маттур чăваш арăмĕсемпе Алексей Сазонов купăсçă халăх юррисене инçете янăратрĕç. Унтан хăнасемпе ял çыннисем вăйă ушкăнне тăрса чăваш ташши ташларĕç, çамрăксем гитарăпа юрату юррисем шăрантарчĕç.

Аслă Таяпари хулаш Пăлхар тата Ылтăн Урта тапхăрĕсенчен тăрса юлнă сайра тĕл пулакан палăк. Унăн историне район çыннисем аван пĕлеççĕ. Анчах кунта пуçласа пулакан çамрăксемпе шкул ачисемшĕн вăл чăннипех кăсăклă.  Хулаш пулнă вырăнти тĕмеске çинче ларса ачасем хăйсен мăн аслашшĕсен кун-çулне тепĕр хут куç умне кăларса тăратрĕç. Епле пуян тăван район историйĕ! Мĕн чухлĕ çĕннине пĕлетĕн походра!

Аслă Таяпа хыççăнах Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри ялĕсем курăнса лараççĕ. Ял хĕрринчи асфальтлă çулпа Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа сывату комплексне çитме инçех мар. Çула май Таяпа Энтринче тума пуçăннă часавай умĕнче ял çыннисемпе тĕл пулса калаçни, велотуристсене ял çыннисем хаваслăн саламласа ăсатни кун ахаль иртсе кайманнине систерчĕ.

Акă - финиш. Велочупăва хутшăннисем юлашкинчен «Улăп» умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç. Паллах, чылайăшĕ, калăпăр, Кĕçĕн Таяпасемпе Таяпа Энтрин хастарĕсем, Елчĕке каялла килес темерĕç, вĕсем юлашки кадра кĕреймерĕç. Темех мар, кун каçа темле ырă самантсенче те киленÿ тупни паха.

Велотуристсем, малтанах 41 çухрăмлă маршрут палăртнăскерсем, 50 çухрăмлă дистанцие хăнк! та тумарĕç. Елчĕкре чăннипех те маттур, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем йышлă иккенне тепĕр хут çирĕплетрĕç. Велосипедистсем хăйсем ывăнманнине, паян районăн аваллăх историйĕпе пысăк хавхаланупа паллашнине, тепĕр маршрутпа, вăл малтан палăртнă тăрăх, августăн 27-мĕшĕнче иртет, кайма кăмăл пуррине уççăн пĕлтерчĕç.

 

Велосипед, велосипед, такăр çула юратать...

Елчĕкри тĕп лапамра похода каякансен йышне шута илнĕ хыççăн чупăва хутшăнакан 56 çын пулнине пĕлтерчĕç. Унтан йыш хушăнчĕ те хушăнчĕ. Кун каçа похода 300 ытла çын хутшăнчĕ.

Çакна палăртма кăмăллă: похода тухнă чи аслă çын - Кĕçĕн Таяпари Петр Трофимов. 66 çулхи Петр Павлович спортсăр пурăнайманнине пĕлтерет.  Кашни кун çуран чупать вăл.

- Ватăла киле волейбол выляма пуçларĕ. Хăйпе пĕрле А.Головина та явăçтарчĕ, - пĕлтереççĕ ялти спорта аталантарас тесе тăрăшакансем.

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче спортпа туслă мар çын çук та тăр. Михаил Скворцов шкул парти хушшинчех ачасене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарни ахаль мар. Хăнăхнă ырă йăла мĕн ватăличчен пыни паха.

Велочупу пулассине пĕлтернĕ хыççăн Елчĕкре велосипедпа ярăнакансем йышланни палăрмаллах сисĕнчĕ. Елчĕке килнĕ хăна пĕчĕкки, пысăкки велосипедпа ярăннине курсан: «Ара, сирĕн кунта курортри хула пек-çке, пурте велосипед çинче», - тенине те илтме тÿр килчĕ. Районта велосипед туризмне аталантарас тесе тăрăшакансене палăртмасăр иртес мар: район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи Антонина Александрова кирек мĕнле мероприятие те чĕрĕлĕх кĕртме тăрăшать. Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн заведующийĕ Светлана Голубева та истори палăкĕсем пирки буклетсем йышлă хатĕрленĕ.

- Велочупу  тени пуçласа мар-ха районта. Унччен Аслă Таяпа хулашне экскурсие велосипедпа кайнăччĕ, анчах кун пек пысăк йышпа, пысăк пĕлтерĕшпе мар, паллах. Районта велотуризма аталантарас енĕпе ытти проектсем хатĕрлес ĕç те пырать. Хамăра курмалли те, хăнасене кăтартмалли вырăнсем  те сахал мар пирĕн, - тет Антонина Анатольевна.

Елчĕкри Васильевсен çемйи те спортпа туслă. Алексейпе Клавдия, вĕсен ачисем - тăваттăри Костьăпа çиччĕри Катя тата  Алексей йăмăкĕн хĕрĕ - улттăри Лера велочупура хастарлăхпа палăрчĕç. Елчĕкри Сергейпе Оля Черновсем, вĕсен ывăлĕ Илья велосипед çине пуçласа ларманни сисĕнчĕ. Елчĕкри Денис Портнов пиллĕкри Давид ывăлне иртнĕ эрнере кăна велосипед илсе панă. Районта велочупу иртнине илтсен çемье пуçĕ те çĕнĕ велосипед туяннă. Давида инçе çул шиклентерменни савăнтарчĕ, кăштах канса илме васкавлă пулăшу машини çине ларма сĕнсен те килĕшмерĕ паттăр ача. Курса тăрăпăр, Аслă Пăла Тимешри Портновсен йăхĕнчен тепĕр пăхаттир çитĕнет.

Велочупăва хатĕрленсе Таяпа Энтринчи Владимир Петров нумай ĕç туса ирттернĕ. Чи малтанах вăл спутник ÿкерчĕкĕ тăрăх, унтан хăй çак маршрутпа кайса килсе велочупун карттине хатĕрленĕ. Владимир Николаевич тĕрлĕ енлĕ ăста. Район историйĕпе тахçантанпах кăсăкланать вăл. Ахальтен мар поход ертÿçине те ăнах шанчĕç. Ертсе пыраканĕсем Владимир Петров, Виктор Федотов /тÿрех каласа хăварам, унăн вунпĕр çулхи ывăлĕ Кирилл дистанцие çăмăллăнах парăнтарчĕ/ пулчĕç пулсан, колоннăна вĕçлекенсем - Михаил Скворцовпа Алексей Васильев. Камăн велосипечĕн урапи пушанать, камăн çĕмĕрĕлет е ытти кăлтăк тупăнать - вĕсем çийĕнчех юсаса параççĕ те малалла, ыттисене хăвăртрах çитес тесе, ыткăнаççĕ. Тусан кăна вĕçсе юлать вĕсенчен.

Асфальтлă çул çинче велотуристсене ПАИ инспекторĕ Петр Львов ертсе пычĕ, чи вĕçĕнче - васкавлă пулăшу машини. Александр Львов водительпе Венера Соколова медицина сестрин шăматкун ĕç кунĕ иртерех вĕçленсен те вĕсем велосипедистсемпе финиша çитиччен, каçчен пĕрле пулчĕç. Ваттисем  ирхине инçе çула  пиллесе яни пулăшрех пулĕ пурне те. Пурте ырă-сывă, çĕкленÿллĕ кăмăллă таврăнчĕç.

Апла пулсан, тепре тĕл пуличчен, туссем! Вулакан, тен, эсĕ те хутшăнасшăн велотуристсен çитес походне? Тархасшăн, пурне те кăмăллăн йышăнаççĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика