01 июня 2016 г.
Яманчÿрелĕнче пурăнакан Владимир Ильин çуралнă тăван кĕтесе тата унăн çыннисене мĕн тери хисепленине тата юратнине палăртса яла пырса кĕнĕ вырăнта ял ятне çырнă постамент вырнаçтарма шут тытнă.
Мĕн шутланине пурнăçлама та пултарнă. Пуçаруллă çамрăк малтан постамент макетне туса хатĕрленĕ, унăн конструкцине ăсталанă. Хăйсен юлташĕн ырă тĕслĕхне курса хавхаланнă ытти çамрăксем ушкăнпа ăна вырнаçтарма пулăшнă, «Яманчурино» ООО строительство материалĕсемпе тивĕçтернĕ.
24 çулхи Владимир Ильин кирек хăш ĕçре те пуçаруллă, хастар пулнипе палăрса тăрать. Ялта йĕркелекен субботниксене вăл хăйĕн тракторĕпе тухать. Масар, ял территорийĕсенче пухăннă çÿп-çапа турттарса тухма пулăшать.