01 июня 2016 г.
Район прокуратури пĕтĕмĕшле тĕрĕслев вăхăтĕнче «Елчĕкри сыр пĕçерекен завод» ОООра ĕç законодательствине пăснине тупса палăртнă.
Штат расписанийĕпе килĕшÿллĕн заводра 26 çын ĕçлет, çав шутра аппаратчицăсемпе лаборантсем, сĕт йышăнакансемпе газ котелĕсен операторĕсем, мастерсем тата ыт.те.
Ĕç законодательствипе килĕшÿллĕн ĕç паракансен тивĕçлĕ организацисене явăçтарса ĕç условийĕсем мĕнле пулнине хак памалла. Апла пулин те кунта ĕç условийĕсем мĕнле пулнине ятарласа хак паман. Çакă ĕçлекенсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Çынсем хăйсем ĕçлекен вырăнти сиенлĕ факторсем, сывлăха сиенлесрен усă курма кирлĕ хатĕрсем çинчен кирлĕ информацие пĕлсе тăрассин йĕркине пăхăнман.
Тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерес тесе район прокурорĕ заводра ĕçлекенсен интересĕсене хÿтĕлесе суда иск тăратнă, завод директорĕ тĕлĕшĕпе административлă ĕç пуçарнă. Прокурор постановленийĕпе килĕшÿллĕн директора 10000 тенкĕ штраф тÿлеттернĕ.
К.КОНОВАЛОВА,
Елчĕк район прокурорĕн пулăшаканĕ.