01 июня 2016 г.
Ют çĕршывсенчен визăсăр килнĕ çынсем Раççей Федерацийĕн территорийĕнче ĕçлес тесен патент илмелле.
Çакăн пирки калакан федераци Саккунĕ 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вăя кĕнĕ. Раççей Федерацийĕн территорийĕнче саккунлă майпа ĕçлес тесен ют çĕршыв çыннин Раççее килнĕ хыççăн 30 кун хушшинче миграци службине заявлени çырмалла. Унпа пĕрле вăл хăй кам пулнине ĕнентерекен документа, Раççей Федерацине ĕç шыраса килнине палăртакан миграци карттине, медицина полисне е медстраховани килĕшĕвне, вырăс чĕлхине, Раççей историйĕпе саккунĕсене пĕлнине ĕнентерекен сертификата, инфекци чирĕсемпе сиенленменни çинчен справкăна тăратмалла.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2015 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче /28-мĕш номер/ Указĕпе килĕшÿллĕн республика территорийĕнче паракан патентра ют çĕршыв çыннин профессине, специальноçне палăртса çырмалла. Патентра палăртнă специальноçпа ĕçлемесен ăна, ĕç паракана та административлă майпа явап тыттараççĕ.
Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче патент илнĕшĕн 3633 тенкĕ те 60 пус тÿлемелле.
Т.КАЗЕЕВА,
РФ миграци службин Елчĕк районĕнчи территори пункчĕн ертÿçи.