01 июня 2016 г.
Кăçалхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ялхуçалăх çыравĕн реклама кампанийĕ пуçланчĕ.
Радио валли 30 тата 10 çеккунта тăсăлакан 5 аудиоролик çыртарнă. Вĕсене Тăван çĕршыв çинчен эпир ачаранпах лайăх пĕлекен хайлавсене тĕпе хурса сăвăласа кăларнă. Асăннă роликсем радиостанцисен эфирне утă уйăхĕнче тухаççĕ.
Интернетри кампани çĕртме уйăхĕн варринче пуçланать. Унта анимациленĕ, çырав слоганĕпе эмблемине пĕрлехи логоблока вырнаçтарнă виçĕ баннерпа усă кураççĕ. Тулли информаципе паллашас тесен ун урлă ялхуçалăх çыравĕн пресс-центрне куçма пулать.
Курăнакан агитаци валли плакатсен сакăр шаблон-макетне фермерсене, харпăр хăй хуçалăхне тытса тăракансене, сад ĕрчетекенсене тата пахчаçăсене уйрăмшарăн халалласа туса хатĕрленĕ.
Çыравра Раççейĕпе илсен пĕтĕмпе ялхуçалăхĕн 48,5 пин организацине, 167,7 пин хресчен /фермер/ хуçалăхне, 51,8 пин уйрăм предпринимателе, граждансен 23,4 миллион уйрăм тата хушма хуçалăхне, сад ĕрчетекенсен, пахчаçăсен тата дачăсен коммерциллĕ мар пĕрлĕхĕсенчи 12,7 миллион çĕр лаптăкне тишкермелле. Кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче статистика тĕпчевĕ витĕр тухмалли 633 ялхуçалăх организацийĕ, 3698 фермер /хресчен/ хуçалăхĕ, ялти граждансен 239072 уйрăм хуçалăхĕ тата хула тăрăхĕнче суйласа илнĕ 8709 хуçалăх, граждансен коммерциллĕ мар пĕрлĕхĕсенчи 141,2 пин лаптăк шутланать.
Çырав статистикăн кулленхи отчетне кĕмен хăйнеевĕрлĕ кăтартусене уçăмлатма май парать. Çакă çĕршыври агропромышленноç комплексĕн хальхи лару-тăрăвне хаклама кăна мар, ăна аталантармалли стратегие хатĕрлеме, патшалăхăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерме те кирлĕ.