Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус туртар мар

01 июня 2016 г.

Пирус туртнин сиенне чакарас, çавăн пекех халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе 2013 çулта федерацин ятарлă саккунне йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн шкул, больница территорийĕсенче, обществăлла ытти вырăнсенче пирус туртма юрамасть, куншăн саккуна пăсакана штраф тÿлеттерме пултараççĕ.

Пирĕн çĕршывра пирус туртнипе аталаннă тĕрлĕ чир-чĕртен кашни кун 700 çынна яхăн вилет, унсăр пуçне туртакансенчен çурри ытла вăйпитти çулсенчех пурнăçран уйрăлать. Туртакансем вара хăйсен тантăшĕсенчен 10-12 çул сахалтарах пурăнаççĕ.

Пирус туртаканăн чи малтанах сывлăш органĕсем сиенленеççĕ. Пирус сĕрĕмĕнче 4 пин ытла хими япали шутланать, вĕсенчен 40-шĕ рак чирĕпе чирлеттерме пултарать.Кунсăр пуçне сĕрĕмре çĕр ытла наркăмăшлă япала пур. Çавăн пекех пирус сĕрĕмĕнче радиоактивлă хутăшсем пурри те паллă. Икĕ пачка пирус туртни çулталăкра 300 рентген пайăрки лекнипе танлашать. Йăлкăшакан чĕлĕм температури 700-900 градуса çитет. Нумай çул пирус туртакансен ÿпкисем хăрăмланса ларнăн курăнаççĕ. Чĕлĕм туртни чĕрене, сосудсене хавшатать: юн пусăмĕ ÿсет, холестерин шайĕ пысăкланать, атеросклероз чирĕ аталанса каять. Час-часах туртакансем урисем ыратнипе нушаланаççĕ, утса çÿрейми те пулаççĕ.

Пирус туртакан хăйне кăна мар, ыттисене те сиен кÿрет. Çавăнпа та табак туртмалла мар. Табак туртма чарăнас тĕллев лартсан - çын хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама пултарать. Камăн вара пирус туртма чарăнма вăй-хăват çитеймест - вĕсене специалист - психиатр-нарколог пулăшма пултарать. Сывă пурнăç йĕркишĕн кар тăмалла.

Р.ШАКОВА,
Елчĕкри тĕп больницăри психиатр-нарколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика