01 июня 2016 г.
Çуллахи вăхăтра çула çитмен ачасем тĕрлĕ инкек-синкек кураççĕ. Çавна май ашшĕ-амăшĕпе аслисен çак тапхăрта хăйсен ывăл-хĕрĕпе уйрăмах тимлĕ пулмалла.
Юлашки икĕ çулта пĕчĕккисене асăрхаса тăманнипе республикăра 8 ача шывра путса вилнĕ. Куçне хупнă пепкесем 3-13 çулсенче пулнă. Вĕсем шывра ишме пĕлмен. Хăрушă тĕслĕхсем ытларах ялсенче пулнă. Çавна май çу кунĕсенче шăпăрлансене самантлăха та куçран ан вĕçертĕр.
Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсенчи чÿречесене уçă хăварнине пула пĕлтĕр республикăра 2 ача вилнĕ, 5-шĕ суранланнă. 1 тата 5 çулсенчи ачасем чÿрече çумĕнчи сĕтел-пукан çине тăнă та çÿлелле кармашнă. Москитлă сеткăсем карнине пула чÿрече хупă пек туйăнать, ку чухне те ашшĕ-амăшĕн асăрханулăха çухатмалла мар. Енчен те ача чÿрече янаххи çинче ларнине курсан тÿрех полицие 02 телефонпа шăнкăравлăр.
Пушарта пепкесем вилни тата сехĕрлентерет. Иртнĕ çул - 4, 2014 çулта 8 ача куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă. Кăçал Элĕк районĕнчи пушарта 4 ача вилни пурин чун-чĕрине те хускатрĕ пулинех. Ытла та хăрушă вут-кăвар. Шăрăх çанталăкра пĕчĕкскерсене пушшех куçран ан вĕçертĕр.
«Хĕрлĕ автан» ытларах пурăнмалли çурт-йĕрте тухать. Сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесем, ватăсем уйрăмах тимлĕх ыйтаççĕ. Пушарта ачасем вилнин сăлтавĕсем - ачасене пĕччен хăварнинче, кăмакасемпе электрооборудованисене усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманнинче. Çавна май трагеди пирĕн çемьене пырса лекмест тесе ан лăпланăр, тимлĕхе самантлăха та ан çухатăр. Ачасемпе инкек сиксе ан тухтăр тесен вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле. Хамăрăн ачасене хамăрăнах, кашни кунах хÿтĕлемелле. Паян, Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунра, уяв йĕркелесе панипе çеç çырлахмалла мар.
А.ИВАНОВ,
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи.