28 мая 2016 г.
«Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕнче нумай çул ÿсекен курăксене утăлăх çулма тытăннă.
Ялхуçалăх предприятийĕнче фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма кашни çул кирлĕ таран паха апат хатĕрлесе хăвараççĕ.
- Утăлăх тесе уйăрнă 100 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăк кăçал та парка ÿссе çитĕннĕ. Ăна пĕрремĕш хут çулнинчен сахал мар выльăх апачĕ пухса кĕртес шанăç пур, - тет Юрий Мясников председатель.
Яваплă ĕçе пурнăçлама Сергей Баймушкин механизатора çирĕплетнĕ. Курăк çулакан Е-303 йышши техникăна тухăçлă ĕçлеттерме ăна Александр Волков пулăшнă.
Малтан çулнă лаптăкри курăка паккуссене кушăхтарма хывнă. Çанталăк шăрăх тăни вара утта хăвăрт типĕтсе кĕртсе май парĕ.