Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç сыхлавне лайăхлатма

28 мая 2016 г.

2016 çулта Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăннă. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕшÿллĕн кашни çыннăн ĕçлев прави пур, вăл хăрушсăрлăха тата гигиенăна тивĕçтермелле. Çак йĕрке РФ Ĕç кодексĕнче çырăннă. Вăл ĕç паракана ĕç вырăнĕнче ĕçлев требованисене тивĕçтермелли условисем тума, ĕç условийĕсене ятарлă хак пама, ĕçлекенсене хÿтлĕх хатĕрĕсемпе, сыватупа профилактика апачĕпе тивĕçтерме, сывлăхшăн сиенлĕ ĕç вырăнĕсенче вăй хуракансене медицина тĕрĕслевĕсем витĕр кăларма, ĕçлекенсене хăрушсăрлăх ĕç йĕркисене вĕрентме хистет. Çак йĕркесене пăхăнмасан должноçри çынсене тата юридика сăпачĕсене администраци штрафĕ параççĕ.

Паллах, ĕç хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ те сахал мар кирлĕ. РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ ĕç хăрушсăрлăхĕн мероприятийĕсене пурнăçлама обязательнăй страховани укçи-тенкине те яма пултарни çинчен аса илтерет. Вăл календарь çулĕнче куçарнă страховани суммин 20 проценчĕ таран пулма пултарать. 2016 çулта республикăра ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене пурнăçлама 34 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Страховательсем çак укçана илмешкĕн социаллă страховани фончĕн республикăри уйрăмне кăçалхи августăн 1-мĕшĕччен ыйтупа тухмалла. Енчен те страхователь страховани суммине вăхăтра тÿлемесен, унăн пенисемпе штрафсем пулсан, тăратнă документсенче тĕрĕс мар информаци тупсан, документсене пĕтĕмпех тăратмасан, ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене пурнăçлама уйăрнă укçа-тенке тăкакласа пĕтерсен тата ытти сăлтав пулсан страхователĕн ыйтăвĕсене тивĕçтереймеççĕ. Страхователь хăйĕн çитменлĕхĕсене пĕтерсен вăл тепĕр хут страховани фондне ыйтупа тухма пултарать.

Хальхи вăхăтра страховательсем ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене пурнăçлама кирлĕ укçа-тенкĕ памашкăн ыйтусемпе тухаççĕ. Заявлени çырнă 40 страховательтен 29-шĕн ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ.

Г.НИКОЛАЕВА,
РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика