28 мая 2016 г.
Федерацин 2012 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче йышăннă 231-мĕш номерлĕ саккунĕпе 2008 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче йышăннă 273-мĕш номерлĕ «Коррупцие хирĕç кĕрешесси çинчен» федераци саккунне 13.3 статья хушса çырнă. Асăннă саккун нормипе предприятисемпе организацисем коррупцие асăрхаттарас тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем туса хатĕрлемелле тата йышăнмалла. Вĕсен çаксем пулмалла:
- коррупцие тата ытти енĕпе право йĕркисене пăсасран профилактика тăвассишĕн должноçри яваплă çынсене палăртмалла;
- организацин право йĕркине сыхлакан органсемпе çыхăну тытса ĕçлемелле;
- организацире тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме май паракан процедурăсене туса хатĕрлемелле тата ĕçе кĕртмелле;
- ĕçлекенсен служба вырăнĕнче хăйсене мĕнле тытмалли йĕркене тата этика кодексне йышăнмалла;
- официаллă мар отчетлăхпа, суя документсемпе усă курмалла мар.
Коррупцие асăрхаттарас тата ăна хирĕç кĕрешес енĕпе организацисем туса хатĕрлемелли тата йышăнмалли методика сĕнĕвĕсене Раççей Федерацийĕн Ĕçлев тата социаллă хÿтĕлев министерстви 2013 çулта ноябрĕн 8-мĕшĕнче йышăннă. Çак требовани харпăрлăхăн кирек хăш формине тытса пыракан организацие те пырса тивет. Ăна мĕнле пурнăçласа пынине район прокуратури пĕр вĕçĕмсĕр тĕрĕслесе тăрать.
2016 çулхи тĕрĕслевсем районти хăш-пĕр предприятисемпе муниципаллă учрежденисем федерацин «Коррупцие хирĕç кĕрешесси çинчен» саккунĕн 13.3 статйине пăснине, коррупцие асăрхаттарас тĕлĕшпе право акчĕсем йышăнманнине, коррупцие хирĕç кĕрешесси çинчен Положенисем туса хатĕрлеменнине тата çирĕплетменнине кăтартса панă. Тĕрĕслев итогĕсемпе 5 представлени тăратнă, должноçри 4 çынна дисциплина енчен явап тыттарнă.
П.КОКОРЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.