Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха упрар, укçана перекетлер

28 мая 2016 г.

Хальхи вăхăтра тĕнчере табак туртнипе çыхăннă чирсенчен кашни 6 çеккунтра  пĕр çын, çулталăкра 5 миллион çын вилет. Раççейре вара пирус туртакан 500 пин ытла çын  тĕрлĕ чир ернипе вăхăтсăр çĕре кĕрет.

Чăннипех те табак туртни пысăк проблема пулса тăрать. Юлашки çулсенче пирĕн çĕршывра, çав шутра республикăра та, çак енĕпе лару-тăру кăштах ырă енне улшăнни сисĕнет. Çапах та пуçласа, интересшĕн алла сигарет тытса пăхакансем чылаййăн. Вĕсем каярахпа чăн-чăн  табак туртакан пулса тăнине сиссе те юлаймаççĕ. Никотин кирек кама та хăй енне сĕтĕрет. Ахальтен мар вăл вăйлă наркотик шутланать, часах хăйĕн чури туса хурать. Организм никотина хăнăхса пынă май тата нумайрах доза ыйтать. Çавна май кунне пĕр сигарет  туртнă  çынна часах пĕр пачка та çитми пулать.

Табак тĕтĕмĕнче 4000 ытла хими япали шутланать. Мăкăрланса тăракан сигарета хими завочĕпе танлаштарма пулать. Кашни çыннăнах вăйсăр органсем пур. Табак туртакан çынсенчен хăшĕ-пĕрин чи малтанах чĕри хавшать, теприн - ÿпки, виççĕмĕшне усал шыçă чирĕ ярса илет. Ахальтен мар табак 25 тĕрлĕ чире пуçарма пултарать.

Сигарет сывлăха кăна мар, кĕсьене те çÿхетет. Юлашки çулсенче электронлă сигаретсем сĕнме пуçларĕç. Вăл сиенлĕ мар теççĕ те, анчах шĕвекре сывлăхшăн сиенлĕ япаласем пуррине тупса палăртнă. Çавăнпа та туртма пăрахнинчен лайăххи нимĕн те çук. Сывлăх та хавшамасть, укçа та тĕтĕмпе сĕврĕлсе пĕтмест.

Е.ЕГОРОВА,
республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурин тата спорт медицинин центрĕн врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика