Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕшĕ те сиенлĕ, хăрушă

28 мая 2016 г.

Паянхи пурнăçра наркотик эрех-сăраран чылай пысăкрах инкек-синкек кÿрет, çавăнпа наркотиксемпе усă куриччен эрех ĕçчĕр тесе шутлакансем те пур. Танлаштарсан, иккĕшĕ те этемлĕхе пысăк сиен кÿреççĕ. Çавăнпа хăшĕ питĕ сиенлĕ, хăшĕ сахалтарах сиенлĕ тесе хак пама çук. Эрех питĕ нумай ĕçекенĕн те, наркотикпа усă кураканăн та аллисем чĕтреççĕ, хăйсем типсе хытса кайнă...

XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче Англи поэчĕ Томас де Куинси алкоголизм чирне кайнă. Эрех ĕçме пăрахас тесе наркотик усă курма тытăннă. Çакăн çинчен хăйне мĕнле витĕм кÿни çинчен çутă сăрăсемпе сăнласа кăтартнă. Унран çĕршыври пин-пин çын тĕслĕх илнĕ. Алкоголизм чирĕнчен сывалас тесе наркотиксем çине куçнă. Вĕсем хăйсене обществăри чи лайăх çынсен шутне кĕнине ĕнентерме пăхнă. Анчах пурнăç алкоголизмпа наркомани пĕр-пĕринчен нимпех те уйрăлса тăманнине кăтартса панă. Наркомансен йышĕнче романтика туйăмĕ аталаннă артистсем, поэтсем, художниксем йышлă пулнă. Наркомание пула иртнĕ ĕмĕрĕн 60-80-мĕш çулĕсенче пурнăçран çамрăклах уйрăлса каякансем питĕ нумай шутланнă. Шăпах артистсемпе поэтсем наркотиксем мĕнле сиен кÿнине ăнланса илекенсем, «Наркотиксем - кирлĕ мар» тесе чĕнсе калакансем пулнă. Çамрăксем, уйрăмах хисеплекен артистсемпе поэтсем, художниксем хăйсем йăнăшнине йышăннă. Çакă наркотиксемпе усă курассине ÿсме чарнă, чылай çамрăка пурнăç çине урăхларах пăхмаллине ăнланса илме пулăшнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика