28 мая 2016 г.
Строитель специальноçне алла илсен Грузие ĕçлеме ячĕç. Унта эпĕ Ванопа паллашрăм. Туслă çÿреме пуçларăмăр. Пĕр-пĕрин çинчен пĕлсе çитрĕмĕр. Стройка ĕçĕ вĕçленсен каялла тăван тăрăха ĕçлеме килтĕм. Инçетри Грузи каччи çинчен манма та пуçланăччĕ, пĕр кĕтмен çĕртен Ваноран çырусем илме пуçларăм. Вăл салтака кайнă та пирĕн ял ачипе пĕр чаçе лекнĕ. Лешĕ чăваш хĕрне палланине, хăш районтан пулнине каланă. Хамăр ял ачи анне патне çыру çырса янă, манăн адреса ыйтнă. Анне вара манăн хулари адреса ярса панă.
Икĕ çул çыру çÿретрĕмĕр Грузи йĕкĕчĕпе. Виççĕмĕш çулне пĕрлешрĕмĕр. Пирĕн ывăл çуралчĕ. Эпĕ 30 çул ытла ĕнтĕ Грузире пурăнатăп. Чĕлхене лайăх пĕлетĕп. Çулла тăван яла килсе каятăп. Манăн çемьере яланах туслăх хуçаланать. Упăшкапа ывăл та Чăваш Ене кăмăллаççĕ. Май килсенех кунта килеççĕ.
Шăпа пÿрсен юрату нацине пăхмасть. Эпĕ пĕрре те урăх наци çыннипе пĕрлешнĕшĕн ÿкĕнсе курман.
Н.ГОНГАДЗЕ.