21 мая 2016 г.
Майăн 18-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин 2016 çулхи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсене тата экономикăна аталантарса халăхăн пурнăç шайне ÿстерес, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне усăллă йĕркелес, çав вăхăтрах ачасемпе çамрăксене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерес, республикăра çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнас темăсене сÿтсе явнă.
Пĕрлехи информаци кунĕнче районта Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Петрова, ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Е.Сапаркина, Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ О.Никина пулнă.
С.Петрова Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи активпа тата депутатсемпе тĕл пулса калаçнă. Вăл çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» спротпа çар вăййисене уçнă çĕре хутшăннă. Е.Сапаркина Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче активпа тата депутатсемпе, Ваттисен çуртĕнче пурăнакансемпе тĕлпулусем ирттернĕ.
Ольга Никина тата район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М.Павлова ертсе пыракан ушкăн Курнавăш ял тăрăхĕнчи активпа тата ял тăрăхĕн депутачĕсемпе тĕл пулчĕ.
Телейлĕ, пурнăçпа кăмăллă пулас тесен кашни çыннăн хăй ыттисене кирлисене туйса тăмалла, унăн хăтлă кил-çурт, тивĕçлĕ ĕç укçи пулмалла, вăл лайăх медицина пулăшăвĕпе усă курмалла, пахалăхлă пĕлÿ илме пултармалла тата хăйĕн ачисен малашлăхĕ ырă пулассине шанмалла. Çаксем пирĕн Чăваш Енре пурте пур!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.
Ольга Михайловна Чăваш Республикин бюджет политикипе çыхăннă ыйту çинче уйрăмах тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех налуксене вăхăтра пуçтарса вырăнти бюджета пуянлатас ыйтăва та çивĕч хускатрĕ. Юлашки вăхăтра республикăра кризиса хирĕçле ĕçсене пурнăçа кĕртни, экономикăри йывăрлăха пăхмасăр республика хыснине тупăш кĕртмелли майсем шырани çинчен ăнлантарса пачĕ. Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ - бюджетăн тупăш пайне йĕркелесе граждансене паракан социаллă пулăшусене сыхласа хăварасси. 2016 çулта Чăваш Ене федераци хыснинчен 4 млрд та 212 млн тенкĕ уйăраççĕ, çакă пĕлтĕрхинчен 25 процент ытларах. Республикăра вĕренÿ тытăмне, сывлăх сыхлавне, вак тата вăтам предпринимательлĕхе, пурăнмалли çурт-йĕр, çул-йĕр хуçалăхне аталантарма çĕнĕ хавхалантару меслечĕсене ĕçе кĕртнĕ. Çакă вăл районти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене аталантарас тесе ăнтăлакан çĕр ĕçченĕсене, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерекенсене те хавхалану кÿрет.
Çуллахи каникул вăхăчĕ çитсе пынă май ачасен канăвне йĕркелес, сывлăхне çирĕплетес, пушă вăхăтне усăллă ирттерме майсем туса парас тĕлĕшпе республика шайĕнче сахал мар ĕçсем туса ирттереççĕ. Хальхи вăхăтра республикăри комиссисем шăпах кану лагерĕсене тĕрĕслеççĕ, ятарлă пĕлÿллĕ вожатăйсене çирĕплетнипе интересленеççĕ. Кăçал республикăри мĕнпур ачан 65 проценчĕ е 99 пин çамрăк канса сывлăхне çирĕплетме пултарать. Çакăн валли 360 млн тенкĕ уйăрĕç. Çав шутран 19 миллион тенкĕ Чăваш Ене федераци хыснинчен килĕ. Ăна пурнăçра йывăрлăха лекнĕ ачасен сывлăхне çирĕплетессипе çыхăннă мероприятисем ирттерме параççĕ. Нумайăшĕ канăва хула тулашĕнчи, палаткăсен лагерĕсенче, темиçе куна тăсăлакан çулçÿревсенче, экологипе туризм центрĕсенче усăллă ирттерессе шанас килет. Районта та ачасен канăвне йĕркелеме район бюджетĕнчен 660 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Шкул çумĕнче 705, палаткăллă лагерьсенче 238 тата хула çумĕнче вырнаçнă лагерьсенче 34 ача канĕ. Çавăн пекех районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 14-18 çулсенчи 380 шкул ачи вăхăтлăх ĕçе вырнаçĕ.
Çуркуннехи-çуллахи тапхăрта республика территорийĕнче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси Чăваш Ен Пуçлăхĕн кун йĕркинчен каймасть. Юлашки вăхăтра республикăра пушар пысăк инкек кÿнишĕн, вут-çулăмра çынсем, çав шутра пĕчĕк ачасем вилнишĕн пурте пăшăрханатпăр. Çавна май пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине самантлăха та манса каймалла мар.
Çу кунĕсем ачасемшĕн кăна мар, ашшĕ-амăшĕшĕн те, аслисемшĕн те хаваслă та усăллă иртчĕр, инкек-синкек айккинчен пăрăнтăр.
Информаци кунĕнчи тĕп темăсене сÿтсе явнă хыççăн Шупашкартан килнĕ ертÿçĕсемпе районти пуçлăхсем граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.
В.КИРИЛЛОВА.
Сăнÿкерчĕкре: Ольга Никина граждансене йышăнать.