21 мая 2016 г.
Автокараван - Елчĕкре
«Чăваш Ен - тăлăхсемсĕр» республика автокараванĕ Елчĕке çитнĕ.
Ăна ашшĕ-амăшĕсĕр ÿсекен ачасене пур енлĕ пулăшас, çемье ят-сумне çĕклес, çемьесен воспитани опытне сарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Районта тăлăх ачасем ан пулччăр, вĕсем пурте çемьере ÿсчĕр ыйтăва çĕклесе республикăри, районти тĕрлĕ шайри специалистсем мероприятие хутшăннă.
Пухмач пуянланать
«Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыркăмăллăх марафонĕ малалла пырать.
Хальлĕхе Елчĕксем унăн счечĕ çине 210132,34 тенкĕ хывнă. Çак кунсенче марафона Кĕçĕн Таяпари А.Дубинова, Елчĕкри Т.Ишмуратова, Патреккелти Н.Львова, Елчĕкри Н.Герасимова уйрăм предприниматель 500-3000 тенкĕ пуянлатнă.
Пĕрремĕш вырăнта - Тăрăмсем
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн территорийĕнче «Районти ирĕклĕ пушар дружинин чи лайăх подразделенийĕ» конкурс иртнĕ.
Ирĕклĕ пушар дружинисен ĕçне пур енлĕн тишкернĕ. Чи маттуррисем - Тăрăмсем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Курнавăшсемпе Çирĕклĕ Шăхальсем. Çĕнтерÿçĕсем куçса çÿрекен кубока тата хаклă приза, ыттисем дипломсене тивĕçнĕ.
Ял çыннисемпе тĕл пулнă
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн яваплă сотрудникĕсем çак эрнере пирĕн районта пулнă.
Ял çыннисене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе уйрăм управляющийĕ Р.Кондратьева йышăннă. Йышăнăва пынă çынсем хăйсен ыйтăвĕсем çине тулли хурав илнĕ. Унтан Шупашкартан килнĕ яваплă сотрудниксем Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕпе, çак тăрăхри организаципе предприятире ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, пенси саккунĕн çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарнă.
Пултарулăх конкурсĕнче
Республикăра çамрăк çыравçăсемпе ÿнерçĕсен «Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсĕ вĕçленнĕ.
Унта 16 районти тата 4 хулари 117 ача хутшăннă. Конкурса вĕренекенсем «Лайăх сăвă», «Лайăх калав», «Лайăх очерк», «Лайăх пьеса», «Илемлĕ ÿкерчĕк», «Лайăх ал ĕçĕ», «Лайăх реклама» номинацисемпе 130 ĕç тăратнă. Кĕçĕн Таяпари В.Ашмарина, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи А.Гурьева, Аслă Елчĕкри И.Патшин «Лайăх калав», Кĕçĕн Таяпари Т.Изосимова «Лайăх очерк» номинацире çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕнĕ.