21 мая 2016 г.
Районти тĕп поликлиника хăйĕн сăнне тĕпрен улăштарчĕ.
Патшалăх сывлăх сыхлавне тивĕçлипе хаклать, пулăшу пахалăхне лайăхлатас тата сиплевçĕсен ĕç условийĕсене хăтлăх кĕртес тĕллеве тĕпе хурать. Ĕнер районти тĕп поликлиника тĕплĕ юсав хыççăн пациентсене туллин йышăнма пуçларĕ. Ăна уçма ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хутшăнчĕç. Алла Владимировна юсав ĕçĕсемпе кăмăллă пулнине, хулара та чылай çĕрте кун пек хăтлăх çуккине палăртрĕ.
Поликлиникăри юсав ĕçĕсене пурнăçлама патшалăх 6,5 миллион тенкĕ уйăрнă. «Стройэнергосервис» ООО ăна хальхи требованисемпе килĕшÿллĕн тĕпрен çĕнетнĕ.
Министр районта «Земство тухтăрĕ» программа мĕнле пурнăçланнипе те кăсăкланнă. Т.Петрова терапевт шăпах яла ĕçлеме килнĕ çамрăк врачсенчен пĕри. Вăл патшалăх пулăшăвĕпе çав тери кăмăллине, кунта ĕçлеме мĕнпур майсем пуррине хавхаланса пĕлтерчĕ. Чылай çул терапевтра тăрăшакан В.Лапшина та министр умĕнче кабинет çĕнелнĕшĕн хĕпĕртенине, малалла та ĕçлес кăмăл пуррине пытармарĕ. Çавăн пекех çутă та таса коридорта врач патне кĕме кĕтсе ларакансемпе те калаçрĕ министр. Чăннипех те кабинетсенче ĕç условийĕ çÿллĕ шайра. Калăпăр, унччен ачасене йышăнакан хирурги кабинечĕ пĕрре анчахчĕ. Халĕ вара йышăну кабинечĕ çумне «перевязочная» хутшăнни медицина сестрисен ĕçне нумай çăмăллатать.
Патшалăх ял çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшни куç умĕнче. Н.Уркова тĕп врач палăртнă тăрăх, районта акушерпа фельдшер пункчĕсем улттă уçнă. Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Эйпеçре çиччĕмĕшне тăваççĕ.
В.СМИРНОВА.
Сăнÿкерчĕкре: А.Самойлова /варринче/ пациентсемпе калаçать.