21 мая 2016 г.
Ĕнер, çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче, çĕршывра Атăл кунне паллă тунă.
Хăйне евĕрлĕ уява календаре пуçласа 2008 çулта кĕртнĕ. Çавăнтанпа кашни çулах палăртнă кун анлă Атăла сума суса унăн илемĕпе мăнаçлăхĕ çинчен сăвă-юрă шăрантараççĕ, Атăл çинчен калакан халап-юмахсем ăруран-ăрăва куçаççĕ. Тĕрлĕ наци çыннисем ахальтен мар Атăла ачине кăкăр ĕмĕртекен амăшĕпе танлаштараççĕ, «Атăл-аннемĕр» тесе хисеплеççĕ.
Шупашкарти районсем хушшинчи çутçанталăка хÿтĕлекен прокуратура хăйĕн ĕç-хĕлĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ задачăсен шутне шывсене сыхлассипе çыхăннă саккунсене мĕнле пурнăçланине сăнаса-асăрхаса тăрассине кĕртет. Юлашки 3 çулта çĕр çийĕнчи шыв объекчĕсене кăларса тăкнă мĕнпур шывсен 12,2 проценчĕ таса мар шыв пулни чуна ыраттарать. Çак проблемăна татса парас тĕллевпе таса мар шыва саккунсăр йĕркепе юхтарса кăларакансен çулне пÿлессипе çине тăрсах ĕçлетпĕр. Прокуратурăн уйрăм тимлĕхĕпе таса мар шывсене юхтарса кăларассин пĕтĕмĕшле калăпăшне 9,95 млн. кубла метртан 8,98 млн. кубла метр таран чакарма май килнĕ.
Шупашкарти районсем хушшинчи çутçанталăка хÿтĕлекен прокуратура.