21 мая 2016 г.
«Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕнче хальхи вăхăтра куллен кашни ĕнерен 22 килограмм сĕт сăваççĕ.
- Сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне ешĕл калча çине кăларнăранпа сăвăм та палăрмаллах ÿсрĕ, - каласа кăтартрĕ Юрий Мясников председатель.
Ĕне выльăхсене малтанласа тăрантарма тесе уйăрнă ятарлă лаптăкри кĕрхи ыраш /вăл пурĕ 220 гектар/ парка ÿссе çитĕннĕ. Нумай çул ÿсекен курăксем те ĕлкĕрнĕ, вăл шыв пек хумханса ларать. Пĕр сăмахпа, сăвăнакан ĕнесене çу тапхăрĕнче тăрантарма симĕс апат çителĕклĕ пулмалла.
Зоотехниксемпе ветеринарсем çуллахи вăхăтра, уйрăмах, ĕнесене тĕрĕс тăрантарасси, хĕллехи рационран тапхăрăн-тапхăрăн куçасси пирки çине-çинех çирĕплетеççĕ. Кунта çакна шута илеççĕ те. Сăвăнакан ĕнесене çаран çине кăларас умĕн нумаях мар утă-улăм çитереççĕ, çакă хырăмлăх кÿпĕннипе чирлесрен сыхланма пулăшĕ. Унсăр пуçне, вĕсен рационĕнче тутлăхлă япаласем – белоксемпе углеводсем анчах мар, витаминсемпе тăварсем те çителĕклĕ. Ĕнесен умĕнчен таса шыв татăлмасть. Георгий Сергеев механизатора хире ятарласа шыв турттарма çирĕплетнĕ.
Маргарита Сергеева, Нина Иванова, Зоя Афанасьева, Зинаида Иванова дояркăсен тивлетне пула ялхуçалăх предприятийĕнче кăçалхи 4 уйăхра пĕтĕмпе 3694 центнер сĕт туса илнĕ, пĕр ĕнерен 2148 килограмм сĕт сунă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, çак кăтартусем ÿснĕ. Сăмах май, отчетлă тапхăрта мăйракаллă шултăра выльăхсемпе сыснасене ÿт хуштарасси те, 100 ĕнерен пăру илесси те ытларах пулнă.
Сăнÿкерчĕкре: Александр Крысов, Вениамин Иванов тата Анатолий Малышкин кĕтÿçĕсем.