21 мая 2016 г.
Чăваш Енре кăçал 338 пушар пулнă. Пушара пула 41 миллион тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ. Вут-çулăмра 46 çын вилнĕ, 41 çын аманнă. Пушарта 136 çыннăн пурнăçне çăлнă.
Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи пушарта 7 çын /вăл шутран тăваттăшĕ ача/ пурнăçĕ татăлни пирки илтмен çын та юлмарĕ пулĕ. Инкек çурçĕр иртнĕ хыççăн пулнă. Пушар кăмака юсавсăр пулнипе тухнă тесе палăртаççĕ. Çавăнпа та пысăк инкек ан пултăр тесе ентешĕмĕрсене кăмака е каланкка хутнă чухне асăрхануллă та тимлĕ пулмаллине чĕнсе каласшăн. Çулла ахаль те пушар тухас хăрушлăх пысăк. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе ирттернĕ канашлура та çуркуннехи-çуллахи пушар тухас хăрушлăх пысăк тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерме хушма мерăсем йышăнассине сÿтсе яврĕç. Ялсенче çĕрлехи хурал йĕркелемеллине, пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе ялсен старостисене, депутатсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене явăçтармаллине палăртрĕç. Апла пулсан ним тăхтаса тăмасăр çак ырă ĕçе кашни ялтах йĕркелесе ямалла. Сыхланакана Турă та сыхлать теççĕ.
Пушар тухнине асăрхасан çухалса ан кайăр, çийĕнчех 112 номерпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.
А.САЙКИН,
районти пушар асăрхавĕн уйрăмĕн начальникĕ.