Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх - асамлă вăй

21 мая 2016 г.

Туслăх - асамлă вăй

Чи кирли - тараватлăхпа ыр кăмăл

Курнавăшри «Жемчужина» лавкка ял çыннисемшĕн питĕ çывăх. Чиркÿ çумĕнчех вырнаçнăран, автобус кĕтекенсене ларма саксем туса панăран çын татăлмасть лавкка патĕнчен. Хĕл кунĕнче ăшăнма та кĕрсе тухаççĕ унта. Кашни çынна тарават сутуçăсем. Ырă кăмăлĕпе, çепĕç чĕлхипе кирек кама та  ăшшăн кĕтсе илсе ăсатса яраççĕ.

Хальхи вăхăтра лавккана Надежда Лапина уйрăм предприниматель тытса тăрать. Бизнес ĕçне вара Лапинсем Ижедеровсемпе пĕрле пуçăннă. Алексей Ильичпа Роза Васильевна Ижедеровсем, Геннадий Онуфриевичпа Надежда Васильевна Лапинсем 1998  çулта «Андрюша» киоск уçма мехел çитернĕ. Малалла аталанса пынăçемĕн туслă, шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлекенсем куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкка уçнă. Ял çыннине кирлĕ чылай япала пур унта. Ижедеровсем тивĕçлĕ канăва тухсан предприниматель ĕçне пăрахнă, халĕ вĕсем Лапинсене пулăшса пыраççĕ. Алексей  тавар турттарать. Роза вара унчченхи пекех хăй юратнă ĕçĕнче хавхаланса тăрăшать. Ял çыннисемпе курса калаçни те çунат хушать ăна. 

Икĕ теçетке çула яхăн тăсăлакан çемье туслăхĕ кунран-кун çирĕпленсе пырать. Харсăр çемьесем пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. Çамрăксем аслисен сăмахне тимлеççĕ. Ижедеровсем ачи-пăчине ура çине тăратнă. Халĕ иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ хăйсем ăсталанă капăр çуртра. Ачисем яла килсен çемье уявĕсем йĕркелеççĕ вара.

 

Лапинсем

Надя Николаева ял ачинех, хăй пекех пултаруллă çамрăкпа туслă çÿренĕ хыççăн качча тухнă. Çамрăксене хула пурнăçĕ илĕртмен. Геннадий Лапин ун чухне тăван колхозра комсомол секретарĕнче ĕçленĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хĕр шкулта пионервожатăйра тăрăшнă. Активистсем яланах юнашар, ялти яш-кĕрĕмпе пĕрле тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Ĕçшĕн çунакансем ашшĕ-амăшĕн пилне чĕре патне илсе ваттисемпе шăкăл-шăкăл калаçса, пурнăçа малалла аталантарса пурăнма тытăннă.

Онуфрий Александровичпа Зоя Константиновна Лапинсем ывăлĕ ĕмĕр пурăнма суйласа илнĕ кинĕпе халĕччен пĕр сивĕ сăмахпа та калаçса курман. Ваттисене хисеплеме, кил-çурт ăшшине тытма пĕлекен Надя правур ĕçĕпе те, çепĕç чĕлхипе те хисепе тухнă.

- Килти çÿп-çапа урама кăларма вĕрентмен пире. Ялта кашни çемье ал тупанĕ çинчи пек, епле  те пулсан ята ярас марччĕ, - тет Надежда Васильевна.

Лапинсем ĕлĕкренех тирпейлĕ те тĕплĕ çемье пулнипе палăрнă. Онуфрий Александровичпа Зоя Константиновна ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Икĕ ача пăхса ÿстернĕ. Хĕрĕ, Рая, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Чылай çул библиотекăра вăй хурать. Икĕ пĕртăванăн тăванлăх туйăмĕсем çирĕп. Кил хуçалăхри ĕçсене яланах пĕрле пурнăçлаççĕ.

Çамрăксен аллинче ĕç вĕресе кăна тăрать. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, çĕр лаптăкĕ те пĕчĕк мар. 1 гектар севок, ытти пахча çимĕç акса-лартса çитĕнтереççĕ. Ĕне выльăхне валли нумай çул ÿсекен курăксем акса ÿстереççĕ. Ваттисем те май килнĕ таран пулăшаççĕ. Ахаль ларас килмест вĕсен. Халĕ, акă, чăх-чĕп нумай ÿстереççĕ.

Ăнса пулнă пахча çимĕçне, уттине пĕр урамра пурăнакансемпе пĕрле, килĕштерсе пуçтарса кĕртесси ырă йăлана кĕнĕ. Алла-аллăн тытăнса кашни пысăк ĕçе кар тăрса пурнăçлаççĕ Набережная урамра пурăнакансем. Çак касра наян çын пурăнмасть тесен те йăнăш мар. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла малалла ăнтăлаççĕ.

Ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстереççĕ. Аслă хĕрĕ, Мальвина, çемьеллĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне спортпа питĕ туслăччĕ вăл. Шкул, район шайĕнчи ăмăртусенче кăна мар, Акатуйра та малтаччĕ. Халĕ декретлă отпускра. Павлик автосервис ĕçне вĕренет. Кĕçĕнни, Алексей, тăваттăмĕш класра пĕлÿ пухать.

Надеждăпа Геннадий халĕ те общество пурнăçĕнчен пăрăнмаççĕ. Культура çуртĕнче иртекен мероприятисене спонсор пулăшăвĕ параççĕ. Надежда вара районти хĕрарăмсен культурăпа спорт фестивальне тăтăшах хутшăнать. Сăмах май каласан унăн аслă тантăшĕ, Роза Васильевна та, çак фестивальте йĕлтĕрпе чупса пĕрре мар ял тăрăхĕн чысне хÿтĕленĕ.

Лапинсемпе Ижедеровсем пек ÿркенмен çынсем аталантараççĕ те паян яла. Хăйсен пултарулăхĕпе пурнăçлакан ĕç телей те савăнăç кÿрет.

В.СМИРНОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Н.Лапинапа Р.Ижедерова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика