18 мая 2016 г.
Кам-ха вăл Алена Аршинова? Çак ыйту чăваш суйлавçисем умĕнче тахçантанпах тăмасть. Вăл депутат ĕçне туса пынă вăхăтра республикăра пурăнакансем çĕршывăн саккун кăларакан тĕп органĕнче Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлекен Алена Игоревна Аршинован ĕçлес пултарулăхне тивĕçлипе хак пама пултарчĕç.
Алена Аршинова партин «Ача сачĕсем - ачасем валли» федераци проектне ертсе, Патшалăх Думин Вĕрентÿ Комитечĕ çумĕнчи шкул çулне çитменнисене пĕлÿ парас енĕпе ĕçлекен Эксперт канашĕн ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пырать, çавăн пекех студентсемпе преподавательсен çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшать.
Патшалăх Думин хăш-пĕр депутачĕсем хăйсен тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçламанни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ларусем иртекен зала васкаманнисем те тĕл пулаççĕ. Çакăн пек «лăпкă пурнăç» рецепчĕ А.Аршиновашăн мар. «Нумайăшĕ манран мĕне кирлĕ сана çакă тесе ыйтать. Çакăн пек акăш-макăш ритм тата темп, талăка яхăн пыракан ĕç. Анчах çакăн пек чылайранпа пурăнатăп, эпĕ çынсене усăллă пулни мана килĕшет».
Çак ĕçĕн усси куç умĕнче. Ăна федераци бюджетĕнчен ача сачĕсем тума тата реконструкцилеме Чăваш Ене 1,6 млрд тенкĕ ытла явăçтарма май килнĕ. Уйăрса панă çак укçа-тенкĕпе çĕнĕ 33 ача сачĕ ĕçе кĕртнĕ. 12 пин ытла чăваш ачи ача сачĕсенче вырăн тупнă, вĕсен ашшĕ-амăшĕ лăпкăн сывласа янă. Сăмах май каласан, 2013 çулта Аршинова тăрăшнипе ача сачĕсем тума тата вĕсене реконструкцилеме субсиди уйăрмалли калăпăша шутламалли методикăна улăштарнă. Çавна пула методика тĕрĕс пулса тăнă, Чăваш Ен малтан палăртнинчен ытларах укçа-тенкĕ илнĕ. 2013 çулта малтан республикăна 480 млн тенкĕ уйăрма палăртнă пулнă, вăл вара 614 млн тенкĕ илнĕ.
«Чылай регионта эпир ача сачĕсене çÿренĕшĕн тÿлемелли хака никам ăнлантарса памалла мар ÿстернине тĕл пултăмăр. Вĕрентÿ Комитетĕнче тÿлеве пурте ăнланмалла шутламалли методика турăмăр. Халĕ ашшĕ-амăшĕ тÿлемелли хака тĕп-тĕрĕс палăртса хунă, вăл ачасене апатлантарма тата хуçалăхпа йăлари нушасене саплаштарма çеç каять. Ача сачĕсене те кÿрентермерĕмĕр: халĕ вĕсем тупăшран илекен налука тÿлемеççĕ. Кунсăр пуçне эпĕ сĕннипе РФ Налук кодексне ашшĕ-амăшĕн тÿлевне НДСран хăтарасси çинчен улшăнусем кĕртрĕç. Раççейри кашни çемье ачисене ача садне çÿретме пултартăр», - çапла шутлать А.Аршинова.
Ача сачĕсем пирки тăрăшнипе кăна лăпланмасть вăл. Студентсен общежитийĕсенче пурăннăшăн тăтăшах сăлтавсăр хаксем ÿснипе те кĕрешет. Ытти чылай-чылай ыйтусене татса пама тивет Патшалăх Думин Вĕрентÿ Комитечĕн председателĕн заместительне.
Ялти спорт залĕсене тĕпрен юсамалли тата реконструкцилемелли федераци программине Чăваш Ен виçĕ хутчен кĕтĕр тесе Аршинова хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă. Çавна пулах республикăри 72 шкулăн спорт залне юсанă, çулталăк вĕçлениччен тата 24-шне юсаççĕ.
Чăваш Ен депутачĕ А.Аршинова тăрăшнипе çар хирĕçтăрăвĕн ветеранĕсем, тăлăх ачасем тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем аслă шкулсене вĕренме кĕмелли çăмăллăхсемпе усă курмалли йĕркене сыхласа хăварма май килнĕ.
Ача сачĕсене модернизацилемелли программа вĕçленме ĕлкĕреймерĕ - шкулсем тумалли тата реконструкцилемелли программа старт илчĕ. Апла пулсан ун валли уйăрнă укçа-тенке мĕнле тăкакланине тĕрĕслесе тăма тивет. Пĕр тенкĕ укçа та усăсăр тăкакланмалла мар. Программăна «Единая Россия» парти пуçарнă, премьер-министр Дмитрий Медведев ырланă. Кăçал Чăваш Республики шкулсем тума 583 млн тенкĕ илет. Çак тĕллевпе икĕ шкул тăвассине пурнăçлама тата тăваттăшне реконструкци тума пăхса хăварнă.
Алена Аршинова çакна шанса тăрать: çĕнĕ программăна пула Чăваш Енри шкулсем çĕнелĕç, паянхи требованисене тивĕçтерĕç. Алена Игоревна хăйĕн сăмахĕ çине тăма хăнăхнă.