18 мая 2016 г.
Шупашкарта «Единая Россия» партин малтанхи сасăлавне хутшăнакансем хушшинче сÿтсе явасси малалла пырать. Юлашки тĕлпулури калаçу вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă политикăн пĕтĕмĕшле аталанăвĕ пирки пынă. Малтанхи сасăлава хутшăнакан Шупашкар хула Пухăвĕн икĕ суйлаври депутачĕ, «Единая Россия» парти членĕ Николай Владимиров калаçу темисене ахальтен мар суйласа илнине палăртнă. Сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтерессинчи ыйтусене чи малтан федераци тата регионсен шайĕнче татса памалла.
- Чăваш Енре юлашки 5 çулхи тапхăрта эпир ачасене ача сачĕсене вырнаçтарассипе çыхăннă кирлĕ ыйтусене татса парассипе нумай ĕç туса ирттертĕмĕр. Çĕнĕ учрежденисем хута янă. Апла пулин те çак ыйтăва малашне те малти вырăна хумалла. Шупашкарта çак ыйту тата çивĕч тăма пултарĕ. Çакна шута илсе малашне те ача сачĕсем çĕнĕрен хута каймалла, вĕсене реконструкци тумалла, депутатсен тивĕçĕ - çак ĕçе контрольлесе тăрасси, - тесе палăртнă Николай Владимиров.
Шкулти вĕрентĕвĕн пахалăхне ÿстересси пирки те çивĕч калаçу пынă. Чăваш Ен ку енĕпе лайăх ĕçлекен регионсен шутне кĕнĕ, çакна кура республикăна çĕнĕ шкулсем тума федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрса панă. Çакăншăн регионри влаçсене тата Раççей пĕрлĕхĕн партине тав тумалла.
Вĕрентÿ пахалăхĕ пирки калас пулсан, шкулсенчен вĕренсе тухакансен, чи малтан, хăйсен пултарулăхне шута илмелле, çавăн чухне ĕмĕтленнине туллин тата усăллă пурнăçа кĕртме пулĕ.
- Ку чухне шкулсем, колледжсемпе аслă вĕренÿ заведенийĕсем промышленность предприятийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени тĕрĕс пулнă пулĕччĕ. Çакăн пек çыхăнусене пур çĕрте те йĕркелемелле, ун чухне шкул ачисене кирлĕ професси суйласа илме те çăмăлрах пулĕ, - тесе шутлать Николай Владимиров.
Социаллă политика енĕпе илес пулсан, Николай Владимиров вĕрентÿ тытăмĕпе сывлăха сыхлас ĕçе тата социаллă политикăна тытса пыма республика бюджетĕнчен 70 процента яхăн укçа-тенкĕ уйăрнине палăртать. Çакăн пек тĕслĕхсенчен пĕри - ЖКХ пулăшăвĕпе усă курнăшăн тÿлекен регионри субсиди. Кăçал çак тĕллевпе 246,5 миллион тенкĕ уйăрнă, ку вăл иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 15 процент ытларах.
- Пирĕн, республикăри депутатсен тĕллевĕ - çак субсидие илме право пур республикăра пурăнакан çынсем унпа туллин усă курма пултарнине тĕрĕслесе тăрасси, - тесе палăртнă Николай Владимиров.