18 мая 2016 г.
Çанталăк ăшăтнипе усă курса Чурачăкри «Воддорстрой» çул-йĕр организацийĕн ĕçченĕсем Комсомольски - Елчĕк - Пăва /Тутарстан/ автомобиль çулне тĕпрен юсас ĕçе пикенчĕç.
Патшалăх пулăшнипе усă курса пурнăçлакан пысăк ĕçе иртнĕ çулхи кĕркунне пуçăннă. Ун чухне çул-йĕр ĕçченĕсем пирĕн район территорийĕнчи 1500 метр тăршшĕ çула асфальт сарчĕç, халĕ çак ĕç малалла пырать.
Вырăнти «ДПМК» «Яльчикское» ООО тата «Чувашавтодор» АУОн Канашри территори производство управленийĕн Елчĕкри прораб участокĕн ĕçченĕсем çуркунне пуçламăшĕнче çулсен хĕррисене, павильонсен территорийĕсене йĕркене кĕртнĕ, асфальт çулсем çинчи шăтăк-путăксене сапланă çĕрте тăрăшрĕç. Хальхи вăхăтра вĕсем район центрĕнчи асфальт çулсем çинче разметка - автомашинăсене çул-йĕр йĕркисене пăхăнса çÿреме çирĕплетнĕ паллăсене вырнаçтарассипе тимлеççĕ. Çак ĕçсене районти мĕнпур ял тăрăхĕнчи асфальт çулсем çинче тума палăртнă.