14 мая 2016 г.
Çу уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче çуртри культурăсене 14800 гектар акса хăварнă, плана 100,1 процент пурнăçланă.
Пĕтĕмĕшле акăнакан лаптăксен структуринче пĕрчĕллĕ культурăсем 20758 гектар йышăнмалла, çав шутран 85 процентне акса хăварнă.
Пурĕ 100 гектар ытла лаптăкра /71 процент/ пахча çимĕç акнă, 300 гектара яхăн /45 процент/ çĕрулми лартнă.
Ялхуçалăх культурисене çумкурăкран, чир-чĕртен тата хурт-кăпшанкăсенчен сыхласа 150 гектар çинче им-çам сапнă.