14 мая 2016 г.
Лаш Таяпари чи ватă çынсем иккĕмĕш тĕнче вăрçи умĕнхи çулсене яланах хурланса аса илеççĕ. 75-85 çул каялла кунти Н.Крупская ячĕллĕ колхозра нихăçан та пысăк тухăçлă тĕш тырă туса илеймен, ĕнесем пирĕн саманари ăратлă качакаран сахал сĕт антарнă. Республикăн чи кăнтăр-хĕвелтухăç пайĕнче вырнаçнă Лаш Таяпари колхоз 1960 çулсемчченех районта кая юлса пыракан хуçалăхсенчен пĕри пулнă. Апла пулин те кунта ун чухне те темле йывăр лару-тăрура та колхоза аталантарассишĕн пĕтĕм вăя парса ĕçленĕ çынсем пурăннă. Вĕсенчен пĕри - Н.Крупская ячĕллĕ колхоза 1930 çулта хăй ирĕкĕпе кĕнĕ чухăн хресчен Захар Меметов. Вăл ытларах колхоз строительствинче вăй хунă.
Захар Васильевичпа Лидия Васильевна Меметовсем тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ: Федор, Аркадий, Сосипатор /ялта ăна Çипук тесе чĕнетчĕç/ тата вăрçă хыççăн çуралнă Зинаида. Эпĕ вĕсемпе Лаш Таяпари Анаткас урамĕнче ÿссе çитĕннĕ.
Меметовсен эрешлĕ çурчĕ иртен-çÿрене аякранах илĕртетчĕ. Захар тетепе Лидюк аппан аслă ывăлĕсем Федорпа Аркадий çулла ирех ĕçе васкатчĕç. Колхоз правленийĕ 1960 çулсен пуçламăшĕнче ялти чи ăста платнике Федор Меметова Лаш Таяпари строительсен бригадирĕ пулма çирĕплетрĕ. Шăллĕ Аркадий Канашри 2-мĕш профтехучилищĕне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 30 çул ытла трактористра ĕçлерĕ. Аллă çул каялла Меметовсен вăталăх ывăлĕ механизаторсен бригадине ертсе пыма пуçларĕ. Вĕсен шăллĕ Çипук /Сосипатор/ тивĕçлĕ канăва тухичченех колхоз строительствинче вăй хучĕ.
Лаш Таяпа шкулĕн директорĕнче виçĕм çул Аркадий Захаровичăн кинĕ М.Меметова ĕçлеме пуçларĕ. Марина Аркадьевна пуçарнипе аслă классенче вĕренекенсем çемьесен историне тĕпчеççĕ.
Статья пуçламăшĕнче 1907 çулта çуралнă Захар Меметова аса илтĕм. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен Лаш Таяпара унăн икĕ шăллĕ Петр тата Кирилл пурăннă. 1941 çул вĕçлениччен виçĕ пĕртăван фронта кайнă. Кирилл 5 уйăхран хаяр çапăçусенче хыпарсăр çухалнă. Захарпа Петĕр госпитальсенче сывалнă хыççăн Лаш Таяпана правительство наградисемпе таврăннă.
Март уйăхĕн варринче Захар Васильевичăн пархатарлă мăнукĕ Владимир Аркадьевич патĕнче пулма тÿр килчĕ. Вăл Меметовсен 150 çула яхăн тăсăлакан йăхĕпе паллаштарчĕ. Генеологи йывăççинче - 200 ытла ятпа хушамат. З.В.Меметовăн çывăх тăванĕсем Чăваш Енре кăна мар, Чĕмпĕр облаçĕнче, Тутарстанра, Мускавра тата Кузбасра тĕпленнĕ.
З.В.Меметовăн аслă ывăлĕсем Федорпа Аркадий хăйсен мăшăрĕсемпе - саккăршар, Лаш Таяпарах тĕпленнĕ вĕсен пĕртен-пĕр йăмăкĕ Зинаида ултă ача çуратса ÿстернĕ. Захар Васильевичăн утмăла яхăн мăнукпа кĕçĕн мăнук. Владимир Аркадьевич 1990 çулсен варринче Шупашкарта «Строительствăпа хуçалăх таварĕсем» лавкка уçма мехел çитерчĕ.
«Елчĕк ен» ентешлĕхĕн пĕр пысăк мероприятийĕ те Владимир Аркадьевич хутшăнмасăр иртмест. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыракан тараватлă та ырă кăмăллă çын. Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ П.Н.Самсонов ертсе пынипе çăмăл атлетикăра лайăх çитĕнÿсем тунă, Шупашкарти энергетика техникумĕнче вĕреннĕ çулсенче Владимир Меметов тăван республика чысне Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче хÿтĕленĕ, СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.
В.А.Меметов пуçарнипе 2010 çултанпа Лаш Таяпари стадионта кашни кĕркунне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне П.Н.Самсонова асăнса çăмăл атлетика кросĕ енĕпе районти уçă ăмăртусем ирттереççĕ.
Лаш Таяпасем çавăн пекех вăтăр çул каялла Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçласа Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ Владимир Яковлева та асра тытаççĕ. Ăна асăнса культура çуртĕнче кĕрешекенсен тата кире пуканĕ йăтакансен республикăри турнирĕ йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Çак ăмăртусен тĕп спонсорĕ те - В.А.Меметов. Вăл çулленех «Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене ирттерме пулăшать.
Вăтăр çул Шупашкарта пурăнать ĕнтĕ хăйĕн туслă çемйипе Владимир Аркадьевич. Апла пулин те, вăл кашни уйăхрах темиçе хутчен тăван Лаш Таяпара, çавăн пекех район центрĕнче пулма тăрăшать. Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа ăна вырăнти Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлă «Слава» колхозпа пĕрле ĕлĕкрех Пăлапа Лащă тăрăхĕнче тĕслĕх вырăнĕнче шутланнă комсомол, профсоюз тата физкультура организацийĕсем саланса кайни те самаях пăшăрхантарнă. Çавна май Меметовсен династийĕнче тарăн йĕр хăварнă Захар Васильевичăн пархатарлă та тĕрлĕ енлĕ аталаннă мăнукĕ Владимир тăван ял тата халăх ырлăхĕшĕн мĕн чухлĕ ырă ĕç туса ирттермерĕ пуль; Юлашки çулсенче акă вăл пулăшнипе Лаш Таяпари вăтам шкулăн икĕ хутлă çуртне тата Культура çуртне юсарĕç, пĕр çухрăма яхăн тăсăлакан Анаткас урамне вĕтетнĕ хытă чулпа сарчĕç.
Лаш Таяпара Турă амăшĕ ячĕллĕ чиркÿ 1840 çулта уçăлнă. Шăп пĕр ĕмĕр çак тăрăхра пурăнакансен чи юратнă вырăнĕ шутланнă Лащă шывĕн сылтăм енче вырнаçнă илемлĕ храм. Унăн пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк пулнине 1876 çулта кунта И.Н.Ульянов, И.Я.Яковлев час-часах пулса курни те, Лаш Таяпари шкулта пуçламăш пĕлÿ илнĕ 10 ытла яшпа хĕр малалла вĕренме Иван Яковлевич патне Чĕмпĕре кайни те çирĕплетеççĕ. Шел пулин те, иккĕмĕш тĕнче вăрçи умĕнхи синкерлĕ саманара вăл вăхăтри республика тата район пуçлăхĕсен хушăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн ялти 100 çулти чиркÿ хăйĕн таса тивĕçне пурнăçлама, çапла майпа православи халăхĕн авалтан пынă çутă та ырă йăла-йĕркине малалла тăсма пăрахнă.
10-15 çул каялла Лащă тăрăхĕнчи Турра ĕненекенсем кăна мар, вырăнти фермерсемпе республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан хăш-пĕр сăваплă ентешсем те тăван ял варринче чиркÿн çĕнĕ çуртне тăвас ыйтăва çĕклеме пуçларĕç. Çав вăхăталла Владимир Меметов Тĕмерте çуралса ÿснĕ, Улатăрти тата Çĕмĕрлери чиркÿсенче ĕçлесе иеромонах санне тивĕçнĕ Силуан аттепе /Сергей Козлов/ çывăх паллашрĕ.
Ял варринчи лапамра ниме меслечĕпе çĕкленекен пысăк стройка 2010 çулхи кĕркунне пуçланчĕ. Çав вăхăтранпах Лаш Таяпара Турă амăшĕ ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕнче Силуан иеромонах тимлет.
- Лаш Таяпара питĕ туслă та ĕçчен халăх пурăнать. Кунта мăнаçлă чиркÿ çуртне хăпартас тĕлĕшпе Владимир Меметовсăр пуçне çак ялта çуралса ÿснĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, пĕртăван Николайпа Анатолий Князевсем, çавăн пекех Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан хăш-пĕр хастар ентешсем вăхăтра пулăшрĕç. Вĕсем пирĕнпе малашне те тачă çыхăну тытĕç, - тет Силуан атте.
Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Строительствăпа хуçалăх таварĕсем» суту-илÿ çуртне ăнăçлă ертсе пыракан, «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн чи хастар та пултаруллă ертÿçисенчен пĕри В.А.Меметов 50 çул тултарчĕ. Çавна май Шупашкара ăна саламлама унăн çывăх тăванĕсемпе тусĕсем Лащăпа Пăла тăрăхĕнчен кăна мар, кÿршĕ регионсенчен те килсе çитрĕç.
Савăнăçлă самантра Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин Владимир Аркадьевича çур ĕмĕр тултарнă ятпа пĕтĕм кăмăлтан саламланă май унăн пархатарлă ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ, ăна Тав çырăвне пачĕ, пысăк портретне Ĕç çыннин çулталăкне халалланă районăн Хисеп хăми çине вырнаçтарма палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Савăнăçлă самантра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.А.Попов та сăмах илчĕ:
- Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, ĕçчен те пархатарлă юлташ вăл маншăн. Тăван ялшăн тата Елчĕк ен халăхĕшĕн мĕн чухлĕ ырă ĕç тумарĕ пуль юлашки çулсенче Владимир Аркадьевич! - терĕ те Юрий Алексеевич, ăна Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ.
Петр СИДОРОВ.
Сăнÿкерчĕкре: Валентина Меметова Владимир /сулахайра/ тата Анатолий ывăлĕсемпе