Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунра йывăр - шăнкăравла

14 мая 2016 г.

2007 çултанпа  кашни çулах пĕтĕм тĕнчипех майăн 17-мĕшĕнче ачасен «шанăç телефонĕн» кунне ирттереççĕ. Кăçал вăл «Ашшĕ-амăшĕ шанни - ачасене пулăшу» девизпа иртет.

Ачасен те кашни кун тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе тĕрĕс йышăну тума пĕлмелле. Вĕсене хăйсен умне тухса тăнă çивĕч ыйтуран чи кирлине, тĕрĕссине суйласа илме, кашни сехетре, минутра килекен информацие ăнланса пĕтерме пĕрре те çăмăл мар. Килĕшÿпе юратура, тăнăç çемьере ÿсекен ачасене йывăрлăхсене çĕнтерме ашшĕ-амăшĕ пулăшу аллине тăсать пулсан, тулли мар е йывăр лару-тăрура çитĕнекен çемьери ачан ăçтан, камран пулăшу ыйтмалла? Чунри ыратăва кама каласа памалла? Аслă классенче вĕренекенсен пĕрремĕш юрату туйăмĕсем çуралаççĕ, анчах эс юратнă çын сана килĕштермест? Кун пек чухне мĕн тумалла? Е тата тепĕр чухне шкулти пăтăрмахсене те чуна уçса каласа парас килет... Кун пек чухне эсир пĕччен мар. Сире «шанăç телефонĕн» специалист-психологĕсем тĕрĕс хуравсем параççех. Хăвăра канăç паман ыйтусемпе 8-800-2000-122 номерлĕ телефонпа шăнкăравламалла кăна. Шăнкăравшăн укçа илмеççĕ. Ун çинчен никама та пĕлтермеççĕ.

И.КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика