Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Малов: «Ветерансен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ»

14 мая 2016 г.

Николай Малов: «Ветерансен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ»

Майăн 9-мĕшĕнче республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Хуласемпе районсенче митингсемпе парадсем пулчĕç. Çĕнтерÿ кунне хисеплесе ирттернĕ митингра республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн халăха Çĕнтерÿ питĕ йывăрпа килнине, миллион-миллион çыннăн пурнăçĕ татăлнине, шăпи хуçăлнине, ĕмĕр сÿнми суран тăратса хăварнине палăртнă. Инкек ун чухне кашни çуртăн алăкне шакканă, кашни çемьене пырса тивнĕ. Республика Пуçлăхĕ Çĕнтерĕве вăрçăра кăна мар, тылра та çывхартма пулăшнисен паттăрлăхĕ пирки каланă.

«Вилĕмсĕр полк» колоннăпа Шупашкарта 20 пин ытла çын утнă. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев та хутшăннă. Вăл хăйĕн ашшĕн - Василий Игнатьевич Игнатьевăн - сăнÿкерчĕкне йăтса пынă. В. Игнатьев краснофлотец Балти флотĕнче службăра тăнă, блокадăри Ленинграда Ладога кÿлли тăрăх хывнă «пурнăç çулĕпе» апат-çимĕç турттарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн ывăлĕпе хĕрĕ мăн аслашшĕн - Николай Алексеевич Семеновăн - сăнÿкерчĕкне тытнă. Н. Семенов вăрçăра сапер пулса тăшмана хирĕç çапăçнă, Калинин облаçĕнче /халь Тверь облаçĕ/ Тăван çĕршыва хÿтĕлесе вилнĕ. Аттесен, асаттесен, мăн асаттесен паттăрлăхĕпе мăнаçланма, Тăван çĕршыва тата çĕре юратма  ачасене вĕрентсен çеç эпир вăйлă тата никам çĕнтерейми пулнине асăннă М. Игнатьев.

Çĕнĕ Шупашкарта Çĕнтерÿ кунĕнче йĕркеленĕ «Вилĕмсĕр полк» Пĕтĕм Раççейри акцие «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ Николай Малов мăнукĕпе /сăнÿкерчĕкре/ хутшăннă. Вăл аллинче амăшĕн ашшĕн - кукашшĕн - Етĕрне тăрăхĕнче çуралнă Петр Федорович Цыгановăн сăнÿкерчĕкне тытса пынă. П.Цыганов красноармеец стрелоксен /курсантсен/ 26-мĕш бригадинче çапăçнă, 1941 çулта Мускавшăн пынă çапăçусене хутшăннă. Çак çултах декабрьте паттăрла вилĕмпе пуçне хунă. Ашшĕ енчен вара Маловсем  юнлă вăрçă хирĕнче тăваттăн выртса юлнă: пĕртăван Петр Иванович, Андрей Иванович, Владимир Иванович тата Федор Иванович. Шел пулин те, çемье архивĕнче вĕсен сăнÿкерчĕкĕсем упранса юлман. Пиллĕкĕшне те Чăваш Республикин Асăну Кĕнекине кĕртнĕ.

«Паян эпир вăрçă хирĕнчен таврăнманнисене асăнатпăр, - тенĕ Н. Малов. - Пирĕн вĕсене яланах асра тытмалла, аттесен, асаттесен, мăн асаттесен тата хамăрăн историн паттăрлăхĕн тĕслĕхĕпе çитĕнекен ăрăва воспитани памалла».

Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнакансем çулран-çул ÿссе пыраççĕ. Апла пулсан Аслă Çĕнтерÿ тата хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ ветерансен паттăрлăхĕ ĕмĕр асра пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика