14 мая 2016 г.
Çак девиз пирĕн калавăн тĕп геройне, парти сасăлавĕн кандидатне питĕ лайăх хаклать. Николай Владимиров çапла шутлать: пĕр вĕçĕмсĕр кăмăлсăрланма тата йĕри-тавра пулса иртекен мĕнпур ĕçе критиклеме пулать. Анчах пурнăçа чăн ĕçсемпе çеç лайăхлатма май пур.
Ачалăх çулĕсем
Шупашкарти Уруков урамĕ Николай Николаевич Владимиров чĕрине çывăх кĕтес шутланать. Кунта унăн тăван çурчĕ, ача сачĕ, шкул вырнаçнă. Чĕрене çывăх тепĕр тăрăх - ашшĕн тăван ялĕ - Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси. Хулара çуралнă ача унта пĕтĕм каникула кăмăлтан кайнă. Ялти пĕвере шыва кĕнине, вăлтапа пулă тытнине, килти пахчара ĕçленине, утă çулса пуçтарнине халĕ пĕтĕм кăмăлтан аса илет. Вĕсем чуна ăшăтаççĕ.
Николай Владимиров, Шупашкар хула Пухăвĕн икĕ суйлаври депутачĕ, «Статус» юридика фирмин директорĕ, ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман çемьере çуралнă, пурнăç çулне хăй уçса пынă. Ашшĕпе амăшĕ, Николай Григорьевичпа Ольга Васильевна, ялти нумай ачаллă çемьесенче çуралса ÿснĕскерсем, чылай çул Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче ĕçленĕ. Пĕтĕм çĕршыв пекех, çемье 90-мĕш çулсенчи йывăрлăхсене, темиçешер уйăх ĕç укçи паманнине чăтса ирттернĕ. Ашшĕ-амăшĕ Николая ачаранах ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Амăшĕ темиçе ĕçре ĕçленĕ, ывăлĕ ăна пулăшнă. Ашшĕ çĕр ĕçне юратма хăнăхтарнă. «Çирĕп, хытă ыйтакан, тÿрĕ кăмăллă çынччĕ. Мана тÿрĕ кăмăллă çитĕнтерме пĕтĕм чунне пачĕ», - тет ун пирки Николай. Ашшĕ 2006 çулта вилнĕ, çакă пуриншĕн те пысăк çухату пулнă.
Професси суйласа илесси
Ачалăх тата çамрăклăх çулĕсенче Николайăн пушă вăхăт сахал пулнă. 7 класа çитиччен музыка шкулне çÿренĕ, унта аккордеонпа выляма вĕреннĕ. Ун хыççăн йывăр атлетикăпа, самбопа, дзюдопа туслашнă. Ачаранах историе юратнă, ăна иртнĕ вăхăтри событисем, геройсем хавхалантарнă. Çавна пулах студент çулĕсенчех политикăпа интересленме пуçланă.
Николай Николаевичшăн професси суйласа илесси йывăр ыйту пулман - хăйĕнче вăл тĕрĕсмарлăха хирĕç кĕрешекен курнă. Çавăнпах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридика факультетне вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă пĕтернĕ. Право патшалăхĕ йĕркелекен Раççейре юрист профессийĕ питĕ кирлĕ. Граждансен чысĕпе тивĕçлĕхне хÿтĕлессине юристсене шанса панă. Патшалăхăн управлени органĕсен ĕçри ăнăçлăхĕ, предприятисен ĕçĕ-хĕлĕ юристсенчен нумай килет.
4-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра Николай Владимиров «Право тата финанс пулăшăвĕ паракан центр» ОООра ĕçлеме пуçланă. Çак юридика фирми пысăк квалификациллĕ пулас специалистшăн старт площадки вырăнĕнчех пулнă. Шăпах çав вăхăтра вăл нимĕнпе виçейми професси опычĕ пуçтарнă. Тĕлĕнме кирлĕ мар, çамрăк çын часах «Шупашкарти макарон изделийĕсем туса кăларакан «Вавилон» фабрика» ОООн пысăк пĕлтерĕшлĕ подразделенине - юридика пайне ертсе пыма пуçланă. Ун хыççăн хăйĕн юридика компанине туса хурса ертсе пыма тытăннă.
Ĕçшĕн тата чуншăн
«Студент çулĕсенче эпĕ ĕçлеме те, вĕренме те ĕлкĕрнĕ. Хам валли тĕрĕс çул суйласа илнĕ тесе шутлатăп, - тет Николай Николаевич. - Çавăнпах нумай çул граждансен прависене хÿтĕлессинче юридика практикипе ĕçлетĕп. Ку вăл питĕ яваплă ĕç - ман патăма кăткăс проблемăсене татса памашкăн пулăшу ыйтма килеççĕ. Мана шанаççĕ, ăна тÿрре кăлармалла. Професси депутат ĕçĕ-хĕлĕнче те палăрать: эпĕ обществăлла йышăну пÿлĕмĕсенче суйлавçăсемпе хам тĕл пулма тăрăшатăп, çак ĕçе помощниксем çине тиеместĕп».
Халĕ ача чухнехи пек ялти пĕве хĕрринче вăлта тытса лараймăн - ĕçĕ питĕ нумай. Анчах депутатăн тата юридика фирмин директорĕн тăкăс ĕç графикĕнче çемьепе хутшăнма, ывăлĕпе калаçма яланах вăхăт тупăнать. Çемье ыйтăвĕсем яланах чи малта тăраççĕ. Çав вăхăтрах музыка пирки те манмасть. Сайра хутра пулин те алла аккордеон тытать, вальссем калать, вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене шăрантарать. Ашшĕ ăна Аттелĕхĕн Аслă вăрçин паттăрĕсене хисеплеме вĕрентсе ÿстернĕ. 27 çул каялла май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа вĕсем ялти садра çĕмĕрт лартса хăварнă. Халĕ Николай Владимиров хăйĕн ывăлĕпе сада пăхса тăрать. Çĕмĕрт кашни çулах чечеке ларать. Çавăнпа чунра ырă пулса каять.