Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах сире, мухтавлă паттăрсем

11 мая 2016 г.

Тавах сире, мухтавлă паттăрсем

Майăн 8-мĕшĕнче районти кашни ялтах Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнине халалланă савăнăçлă митингсем иртнĕ.

Курнавăш. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем, ял çыннисем ялти тĕп лапама пуçтарăннă. Пурте лайăх пĕлекен «Журавли» юрă шăраннă  май ял çыннисем вăрçăра пуçĕсене хунă тăванĕсен сăнÿкерчĕкĕсене йăтса тăнă. Тыл ĕçченĕсемпе ветерансен тăлăх арăмĕсене хисеплĕ вырăна лартнă.

Митингри чи савăнăçлă самант - Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçне хунă ветерансене асăнса çĕнĕ палăк уçни. Ăна уçма вăрçă ветеранĕн ывăлне Василий Прохорова, районти «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурс çĕнтерÿçине Елена Светопольскаяна, вăрçă участникĕн тăлăх арăмне Серафима Смирновăна шаннă.

«День Победы», «Пусть всегда будет солнце», «Бессмертный полк» юрăсемпе флеш-моб иртнĕ. Çĕнтерÿ Ялавĕн копийĕ кунти шкула çитнĕ, ăна çамрăк армеецсем историпе тăван тавралăх халăх музейне упранма хунă.

Пуçтарăннисене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Смирнов, СССР халăх учителĕ, вăрçă ветеранĕ Петр Чернов, шкул директорĕ Петр Кузнецов, салтак арăмĕ Серафима Смирнова саламланă. Хăнасемпе ялти сумлă çынсем палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă. Шкул ачисем уяв юррисем шăрантарнă. Юлашкинчен ĕç ветеранĕсем салтак пăтти тутаннă.

Лаш Таяпа. Ку тăрăхран Аттелĕхĕн Аслă вăрçине 1109 çын  тухса кайнă. Вĕсенчен 517-шĕ тăван яла каялла таврăнайман. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕнче икĕ ветеран пурăнать.

Çак кун Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çĕнĕ палăк уçнă. Нимĕç захватчикĕсене хирĕç çапăçма ялтан арçынсем йышлăн тухса кайнă, вĕсенчен 64-шĕ таврăнайман. Шел, паян таврăннисенчен те сывă ветеран юлман ялта. Çĕнĕ палăк уçни ветерансем ĕмĕр пирĕн асăмра юлнине çирĕплетет.

Аслă Елчĕк. Аслă Çĕнтерĕве халалланă митинга Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев уçса ял халăхне савăнăçлă уявпа саламланă. Ялта вăрçă хирĕнчен таврăнайманнисене асăнса 1960 çулта палăк лартнă. Халĕ вара вăрçăран таврăнсан çĕре кĕнĕ ентешсене асăнса Вадимпа Елена Черновсем ветерансен хушамачĕсене çырнă стела туса лартнă. Ăна уçма Вадим Чернова, вăрçăпа ĕç ветеранне Петр Печкова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председательне Юрий Попова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Петр Краснова, район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина шаннă.

Шкул ачисем «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăнса тăванĕсемпе аслашшĕсен, мăн аслашшĕ-кукашшĕн сăнĕсемпе утса тухнă.

Аслă Пăла Тимеш. Аслă Çĕнтерÿ уявне майăн 7-мĕшĕнчех паллă тума тытăнтăмăр. Ялти библиотекăна ĕç ветеранĕсемпе вырсарни шкулне çÿрекенсем пуçтарăнтăмăр. Н.Викторова библиотекарь Аслă Çĕнтерĕве халалланă кĕнекесен куравĕпе паллаштарчĕ, чиркÿ настоятелĕ Алексей атте килнĕ çынсене 90-мĕш псалом парнелерĕ. Ялти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн председателĕ З.Портнова вăрçă çинчен çырнă сăввисемпе паллаштарчĕ.

Майăн 8-мĕшĕнче ял çыннисем ялти палăк умне пуçтарăнчĕç. Вăрçă хирĕнче выртса юлнă тата таврăнсан ял масарне пытарнă паттăрсен ячĕпе Алексей атте асăну кĕлли ирттерчĕ. Унтан хăнасемпе ялти сумлă çынсем  пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламларĕç, палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Сăвă-юрă сасси янраса тăчĕ палăк умĕнче.

В.КИРИЛЛОВА.
З.ПОРТНОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Аслă Елчĕкри çĕнĕ стела умĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика