11 мая 2016 г.
Районти тĕп поликлиникăри хирурги кабинетĕнчи медицина сестрисем - хăйсен профессине чунтан парăннă çынсем. Нина Сурская Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăнах тăван района ĕçлеме килнĕ те унтанпа 30 çул иртнине сиссе те юлайман.
Ирина Трофимова вара алла диплом илнĕ хыççăнах Кĕçĕн Таяпари фельдшерпа акушер пунктĕнче тăрăшнă. 17 çул ĕç стажĕ пуçтарнă пултаруллă медсестра. Вăл шутран хирурги кабинетĕнче 7 çул. Светлана Агееван та ĕç опычĕ пысăк. Иринăпа Светлана процедура пÿлĕмĕнче ĕçлеççĕ. Нина пациентсене эмелсем çырса парассишĕн яваплă. Владимир Петров хирург медицина сестрисем хăйсен ĕçне тивĕçлĕ пурнăçланине пĕлтерет.
Медицина сестрисем тавракурăма, ăсталăха ÿстерсех пыраççĕ, тăтăшах тĕрлĕ курссенче пĕлÿ пухаççĕ.
Кунне 100 яхăн пациента йышăнаççĕ хирурги кабинетĕнче. Кунти медсестрасем çепĕç чĕлхеллĕ, ырă кăмăллă пулнине палăртаççĕ тĕрлĕ чирпе е медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма пынисем.
Сăнÿкерчĕкре: И.Трофимова, Н.Сурская, С.Агеева.