Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ чун çимĕçĕ

07 мая 2016 г.

Юлашки тапхăрта таврапĕлÿçĕсем район историне черетлĕ сумлă та курăмлă ĕçсемпе пуянлатрĕç.

Тĕп сăмахăм вара - «Шашков пулнă, пур, пулать» кĕнеке пирки. Ăна никамах та алла тытса курман пулĕ. Шашковсемсĕр пуçне, паллах. «Шăппăн», «шавламасăр»  кун çути кĕртнĕ чун çимĕçĕ ку. Çĕр страницăран тăракан кĕнекене 100 экземплярпа кăларнă.

Автора - Владимир Николаевич Шашкова - республикăри тÿре-шара ытларах пĕлет: çирĕм çула яхăн Чăваш Республикин Президенчĕн секретариачĕн консультант-куçаруçинче тăрăшнă вăл. Маларах, ют чĕлхе вĕрентекенĕн дипломне илнĕ май, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче лаборант, ассистент, аслă преподаватель, декан пулса ĕçленĕ. 1987-1989 çулсенче - Индире акăлчан чĕлхи тăлмачи.

СССР Журналисчĕсен союзĕн членĕ В.Шашков 9 кĕнеке, 62 ăслăлăх ĕçĕсен тата 12 вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕсен авторĕ. «Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству» сборникăн ултă кăларăмне ют чĕлхене куçарма хутшăннă. Мухтавлă «Нарспи» поэмăна халĕ нумай çĕршывра пĕлеççĕ. Ăна тĕнчипех акăлчанла та вуланинче вара ентешĕмĕр «айăплă»...

Пĕчĕк, çав вăхăтрах тăпăл-тăпăл кĕнеке «Эпир ăçтан тухнă?» пайпа уçăлать. Тĕп йăх-несĕл тымарне вырнаçтарнă май, Иван Яковлев чăваш халăхне панă халал йĕркисене илсе кăтартнă.

Автор 9-10 сыпăк таранччен тăванлăх тымарне тупма пултарни - тĕлĕнмелле пархатарлă ĕç, чăн-чăн çырулăх палăкĕ. Калас шухăшсене 107 сăнÿкерчĕкпе те уçăмлатнă: шур сухаллă ватăсенчен пуçласа шăпăрлансем таранччен тивĕçлĕ информаци илме май пур.

Паллă çынсем те Шашковсен йăхĕнчен чылаййăн тухнă: Ипатий Шашков - «Трактор» колхоз председателĕ /1947-1955/, Анатолий Шашков - механизатор, Раççей Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Унăн ятне «Лучшие люди России» энциклопедине кĕртнĕ /2005/. Светлана Тимофеева - Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Валерий Димитриев юрăç...

Кĕнекере асаилÿсем, çыру йĕркисем, интервью. Паллашсамăр...

Николай МАЛЫШКИН,
районти таврапĕлÿ-çĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика