05 мая 2016 г.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи сентябрĕн 1-мĕшĕ хыççăн аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрессин йĕркине тата вĕренме кĕмелли тĕрĕслевсен переченьне сыхласа хăварас тĕлĕшпе çыхăннă саккун проектне апрелĕн 22-мĕшĕнчи пĕрремĕш вулавпа йышăннă. Çак сĕнÿпе «Единая Россия» парти депутачĕсем тухса калаçнă.
«2014 çулта хăш-пĕр аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренме кĕмелли экзаменсен переченьне улăштарнин тĕслĕхĕсемпе тĕл пулнă хыççăн çак саккун кирли, паллах. Абитуриентсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ те тĕрĕсех пăшăрханаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕренме кĕме малтан хăш экзаменсене тытмаллине пĕлекен абитуриента çуркунне вĕренме кĕрес умĕн, ăна пачах урăх экзаменсем тытмаллине пĕлтереççĕ», - тет «Ача сачĕсем - ачасене» парти проекчĕн ертÿçи, РФ Патшалăх Думин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова. Вăл «Единая Россия» парти çак ĕçе вăхăтра хутшăннине тата лару-тăрăва йĕркелеме май килнине палăртать. Апла пулин те, малашне çакăн пек тĕслĕхсемпе тĕл пуласран асăрханса вĕренÿ çулталăкĕнчи октябрĕн 1-мĕшĕнчен каярах вĕренме кĕмелли тĕрĕслеве улшăнусем кĕртме чаракан саккуна çирĕплетнĕ.
«Вĕренме кĕмелли тĕрĕслеве экзаменсем умĕн улăштарнине абитуриентсен тĕлĕшĕпе тĕрĕс мар тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен вĕсен экзаменсене тĕплĕн хатĕрленме вăхăт сахал тăрса юлать. Халĕ пулас студентсем вăтамран 9 уйăх маларах вĕренме кĕме хăш экзаменсене тытмаллине пĕлсе тăраççĕ», - тесе палăртнă депутат. Вăл каланă тăрăх аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕрес умĕнхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен Раççей Вĕренÿ тата наука министерствин аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн вĕренме илессин йĕркине тата вĕренме кĕмелли тĕрĕслевсен переченьне çирĕплетмелле.
«Аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕмелли йĕрке малтанах паллă пулмалла», - тенĕ саккун проекчĕн пуçаруçисенчен пĕри, Патшалăх Думин промышленность енĕпе ĕçлекен комитет членĕ Альфия Когогина.
Аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрессин ыйтăвĕсем абитуриентсемпе ашшĕ-амăшĕсене уйрăмах хытă хумхантарнине, хальхи вăхăтра йышăнакан улшăнусем аслă пĕлÿ илме хатĕрленекен выпускниксене хÿтĕлессин шайне ÿстерме, вĕренме кĕмелли тĕрĕслевсене тĕплĕн хатĕрленме май панине палăртнă парламент депутачĕ.