05 мая 2016 г.
Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕ автор прависене хÿтĕлессине тĕп тивĕçсенчен пĕри тесе шутлать.
Иртнĕ çул ку енĕпе следовательсем уголовнăй 10 ĕç пуçарнă, авторсене хÿтĕлесе 2,2 миллион тенкĕ шыраса илнĕ.
Йĕркесене пăсакансенчен ытларах тĕрлĕ организацисен директорĕсем, уйрăм предпринимательсем. Ку енĕпе Шупашкар районĕ /уголовнăй 4 ĕç/, Шупашкарпа Канаш хулисем /2-шер ĕç/, Патăрьел, Тăвай районĕсем /пĕрер ĕç/ «чапа» тухнă.
Автор прависене хÿтĕлессине малашне те тăсăпăр.
А.ИВАНОВ.