Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă ĕç, сумлă парне

05 мая 2016 г.

Пархатарлă ĕç, сумлă парне

Çапла хаклатăп эпĕ Николай Алексеев журналистăн тата «Елчĕк ен» хаçат тĕп редакторĕн тин çеç «Çĕнĕ Вăхăт» типографире пичетленнĕ «Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем» ятлă иккĕмĕш кĕнекине.

Тÿрех  çакна палăртам-ха: эпир, вун-вун çултанпа пĕрлехи ĕçтешсем, унчченхи тата хальхи редакторсем, пĕр-пĕрин ĕçĕпе ?çав шутра творчествăри ĕмĕт-тĕллевсемпе те/ кăсăклансах тăратпăр. Астăватăп-ха, Николай Васильевич  2006 çулта тăван ялĕн - Тĕмер чиркĕвĕн историне тĕпчесе уйрăм кĕнеке кăларчĕ. /Иккĕмĕш кăларăм 2013 çулта тухрĕ/. Ăна ĕненекенсем кăна мар, пĕтĕм общественность пурнăçри ырăран та ырă пулăм пулнине палăртса йышăнчĕ. Шăпах çав çулсенче хамăр хушăри калаçура ĕçтешĕм архив материалĕсене те, пурнăçри тĕрлĕ фактсемпе пулăмсене те хăйне майлă хак пама пĕлнине палăртрăм. «Сирĕн, вăхăтăр епле хĕсĕк пулсан та /тĕп редакторăн яваплăхĕпе ĕç кăткăслăхне лайăх ăнланатăп та-ха/, Тĕмер историне халăх патне çитерме тăрăшмалла, - терĕм ăна татăклăн. - Чиркÿ историйĕн материалĕсем хăйсемех сире тĕпчевсене малалла тăсма хушаççĕ...»

Шăпах çакăн хыççăн Николай Васильевича ĕç хыççăн та, кану кунĕсенче те сайрарах курма пуçларăм. Килте нумай ĕçленипе пĕрлех архивсенче, музейсенче, ваттисемпе иртнĕ тĕлпулусенче час-часах пулатчĕ. 2012 çулта унăн «Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем» пĕрремĕш кĕнеки вулакан патне çитрĕ. «Ку кăларăм маншăн тĕрĕслев утăмĕ», - ăнлантарчĕ вăл мана хитре хупăллă хулăнах мар кĕнекине алла тыттарса.

Халĕ, акă, çав ятлах иккĕмĕш кĕнеки, малтанхинчен тăватă хут хулăнрахскер, çут тĕнче курчĕ. Унти материалсене маларахах вуланă пулсан та тĕлĕнсех кайрăм: вăл пултаруллă тĕпчевçĕн, чăн-чăн ăсчахăн пысăк ĕçне - наука диссертацине аса илтерет. Пысăк тишкерÿ, ăслă пĕтĕмлетÿсемпе малашлăх пирки панă сĕнÿсем,  ялти тĕп ялхуçалăх предприятийĕн - «Труд» ЯХПКн экономикин тарăн тĕпчевĕпе пахалăхлă историографи...

Чылайăшĕ ăна «Тĕмерсемшĕн ялан ал айĕнче пулмалли кăларăм» тесе палăртма ĕлкĕрчĕ. Хăш-пĕр вĕрентекенсем  ун тăрăх ял историне вĕренмелли сехетсем, факультатив занятийĕсем ирттерме  питех те меллĕ пулни çинчен каларĕç.

Куратăр-туятăр-и, малтанхи вулавçăсем тĕп редактор-тĕпчевçĕ ĕçĕпе кĕске вăхăтрах паллашма тата хаклама ĕлкĕрчĕç. Лайăххи, ырри, чăнах та, часах куçа тирĕнет тата хаклава тивĕçет-мĕн.

Хам енчен çакна хушса калам тата: «Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем»  иккĕмĕш кĕнеке Елчĕк ене халăх Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарнине савăнăçлăн паллă тума хатĕрленнĕ кунсенче  килсе çитрĕ. Кăларăмра вара шăпах Тĕмер халăхĕ фронтра та, тылра та Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхне, тăван çĕрĕн кашни шитне хÿтĕлесе, нумай юн тата тар тăкса паттăрлăх кăтартнине уçăмлăн  сăнланă, нумай ятсемпе те, фактсемпе те  ĕненмелле  çирĕплетсе панă. Апла пулсан, çĕнĕ кăларăм авторăн питех те пĕлтерĕшлĕ, пархатарлă ĕçĕ пулса тăрать. Ăна Тĕмерте е унта çуралса ÿснĕ кашни çын /хальхи вăхăтра ăçта пурăнсан та!/, вĕсем çеç мар, ытти вулакансемпе историпе кăсăкланакансем те  сумлă парне вырăнне йышăнĕç тетĕп.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,
кĕнеке редакторĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика