30 апреля 2016 г.
Çывхарса килекен Çуркуннепе Ĕç уявĕ чи илемлĕ те илĕртÿллĕ праçниксенчен пĕри. Сар хĕвел ăшăрах çутатакан, пĕтĕм тĕнче чĕрĕлнĕ вăхăтра килекен уявра чун-чĕре юрлать, тăнăç пурнăçра вăйлă та хастар ĕçлес килет. Ĕнер ир-ирех Елчĕкри Тĕп лапамра тĕрлĕ тĕслĕ ялавсемпе шарсем вĕлкĕшеççĕ, янăравлă ĕç юррисем шăранаççĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, 2012 çултан Майăн пĕрремĕшĕнче районта ĕç паттăрĕсене чыслаççĕ. Ĕç çынни яланах хисепре. Кăçал республикăра Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май кашни професси çынни пархатарлă ĕçшĕн ят-сума тивĕçлĕ. Çулсеренех район экономикине, вĕренĕве, сывлăх сыхлавне, культурăна, спорта аталантарассинче пысăк тÿпе хывнăшăн, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн 30 çыннăн сăнÿкерчĕкне Елчĕк районĕн Хисеп хăми çине вырнаçтараççĕ. Çак тĕллевпе йĕркеленĕ савăнăçлă мероприяти Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕнче иртнĕрен чи малтанах пухăннисем районти культура ĕçченĕсемпе, пултарулăх ушкăнĕсемпе пĕрле Раççей, Чăваш Республикин, Елчĕк районĕн гимнĕсене шăрантарчĕç.
Унтан ĕç паттăрĕсене, пухăннисене çитес уявсем ячĕпе район пуçлăхĕ Петр Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕç, ĕçре, пурнăçра килĕшÿ, юратнă ĕçре телей тупса малалла та аталанса пыма ăнăçусем сунчĕç.
- Эсир чăн-чăн ĕç паттăрĕсем, сирĕн пархатарлă ĕçĕре пула çулсеренех аталанса пырать пирĕн район. Эпир сирĕн мухтавлă ĕçĕрпе савăнатпăр. Акă, Анатолий Марков тракторист 37 çул Елчĕкрен Патреккелне ĕçе тулли кăмăлпа утать, - терĕ Николай Петрович чăннипех те чыса тивĕçлĕ ентешсене ырласа.
Хисеп хăми çине кĕнĕ ĕçчен халăх ячĕпе Лаш Таяпара çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта «Стройхозтовары» лавккасен генеральнăй директорĕ В.Меметов хăйне район шайĕнче хисеплесе чыс тунăшăн тав турĕ.
Уява юрă-ташă, аттракционсем тата илем кÿчĕç. Ара, фонтан та ĕçлеме пуçларĕ Тĕп лапамра.Культура ĕçченĕсем, Елчĕкри искусство шкулĕнчи юрăçсем, «Туслăх» ушкăн хĕрĕсемпе каччисем ĕç, юрату, туслăх юррисем шăрантарчĕç те шăрантарчĕç, çамрăк ташăçăсем илемлĕ ташăсемпе тыткăнларĕç. Курнавăшри культура çурчĕ çумĕнчи «Радуга» агитбригада кашни професси хисеплине, юратса пурнăçлакан ĕç кăна телей кÿнине тепĕр хут ĕнентерчĕ.
Стадионта çамрăк спортсменсем хисеплĕ ентешĕмĕре, Олимп вăййисен пăхăр призерне А.Игнатьева халалланă тĕрлĕ спорт вăййисенче тупăшрĕç.
В.КИРИЛЛОВА.
Сăнÿкерчĕкре: Елчĕк районĕн мухтава тивĕçлĕ çыннисем.