30 апреля 2016 г.
Районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче районăн 2015 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен отчет тĕп вырăн йышăннă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн ертÿçи Г.Анисимова отчет тунă. Экономикăри кăткăс лару-тăрăва пăхмасăр, районăн 2015 çулхи бюджетĕнче халăха социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтермелли майсене туллин пурнăçланă. Иртнĕ çул район бюджечĕ тупăшсем енĕпе 349,5 млн тенкĕ, тăкаксем енĕпе 346,8 млн тенкĕпе танлашнă. 2015 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, район укçа-тенкĕпе туллин усă курас енĕпе республикăра муниципалитетсем хушшинчи малтанхи пилĕк йĕркеленÿсен йышне кĕнĕ.
Ларура район администрацийĕн муниципалитет службин должноçне йышăнмалли йĕркене тишкернĕ, çавăн пекех районăн 2016 çулхи бюджетне, районти Депутатсен пухăвĕн маларах йышăннă постановленийĕсене улшăнусем кĕртес, район харпăрлăхĕнчи пурлăха Курнавăш ял тăрăхĕн пурлăхне куçарас, çавăн пекех ĕçре палăрнисене чысласси пирки те ыйтусем пăхса тухнă.