30 апреля 2016 г.
Апрелĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе черетлĕ пресс-конференци ирттерчĕ. Унта Чăваш Республикин территорийĕнче ĕçлекен 60 журналист хутшăнчĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене Михаил Игнатьев чи малтанах республика Правительствин 2016 çулхи пĕрремĕш кварталти ĕçĕ-хĕлĕпе, çак тапхăрти экономикăри уйрăм секторсенчи тата социаллă сферăри ÿсĕмсемпе паллаштарчĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра промышленноç производствин индексĕ 106,8 процентпа танлашнă, республикăри промышленноç комплексĕн организацийĕсем 37,6 млрд тенкĕлĕх е 107,9 процент продукци тиесе ăсатнă. Ялхуçалăх продукчĕсем туса илесси виçĕ уйăхра 112,3 процент ÿснĕ. Çакă выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси ÿснипе пулнă. Çĕршывра экономика лару-тăрăвĕ çăмăл мар пулин те республика Правительстви çĕнĕ проектсене пурнăçлама, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерме палăртнă укçа-тенкĕ калăпăшне чакарман. Акă, юлашки çулсенче Правительство кĕске вăхăтра шкул çулне çитменнисене ача сачĕсенче вырăнпа тивĕçтересси çинчен шантарнине пурнăçланă. Анчах Шупашкарта иккĕмĕш сменăра вĕренекен ачасем те пур-ха. Çитес 10 çулта 30 шкул туса лартса ыйтăва татса параççĕ. Халĕ хулара виçĕ шкул, Комсомольски районĕнче пĕр шкул тăваççĕ. Çавăн пекех ял территорийĕсене аталантарас программăпа кăçал 3 культура çурчĕ /клуб/ тума палăртнă. Вĕсенчен пĕри пирĕн районти Тÿскел ялĕнче пулать.
Ыйтусем çине куçнă май журналистсем республикăна федераци министрĕсем час-часах килсе çÿренипе кăсăкланчĕç. Çак кунсенче транспорт министрĕ Максим Соколов Шупашкарта пулчĕ.
Республика Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăра транспорт инфратытăмĕ лайăх аталаннă. Унăн территорийĕ тăрăх федерацин икĕ автомобиль трасси иртет. «Вятка» трассăн 21 çухрăмĕ республика харпăрлăхĕнче тăрать. Ăна федераци харпăрлăхне илни республика бюджетне çăмăллăх кÿрĕ. М.Соколов çакăн çинчен тивĕçлĕ хушу панă. Çавăн пекех Шупашкарти Мускав кĕперне тăвассине, Айхи проспекчĕпе Фучик урамĕнчи çула хута ярассине сÿтсе явнă. 2016 çулта «Ял территорийĕсене аталантарасси» программăпа ял урамĕсене хытарнă çул тума 85 млн тенкĕ уйăраççĕ. Кăçал республика федераци бюджетĕнчен çул-йĕр тума 1 млрд тенкĕ илет. Пирĕн района та укçа-тенкĕ килет.
Килти ăпăр-тапăра Çĕнĕ Шупашкарти полигона илсе тухассин тăкакĕ 16 хут ÿсесси пирки пĕр интернет-изданире çырнă. Тĕрĕс-и çакă?
Çакна Михаил Игнатьев тĕрĕс мар тесе палăртрĕ. Хула çыннисемшĕн каяшри хытă япаласем илсе тухмалли тариф 2-3 процентран ытла ÿсмест. Çавăнтах обществăлла çурт-йĕре тĕпрен юсас, уншăн тÿлес ыйту та хускалчĕ. Михаил Васильевич капиталлă юсавшăн тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен тÿленине палăртрĕ: пĕринче - нумайрах, тепĕр муниципалитетра сахалрах. Халĕ 600 млн тенкĕ пуçтарăнать. Пĕрре-виççĕмĕш пайĕ пуçтарăнса çитеймест. Капиталлă юсав укçи регионти казначействăна пуçтарăнса пырать. Унтан укçана йăпăр-япăр илейместĕн. Çуртсене нумайçуллăх тата кĕске вăхăтлăх программăсемпе юсаççĕ.
Пресс-конференцире ялхуçалăх отраслĕпе, ял пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусем темиçе те пулчĕç. Пĕрремĕшĕ: агропромышленноçĕнчи кадрсем çитменнине Правительство мĕнле майпа татса пама пултарать?
- Яллă территорисене аталантармалли программăпа кадрсене сыхласа хăвармалли майсем сахал мар палăртнă. Çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма 70 процент субсиди параççĕ. Нумаях пулмасть унта улшăнусем кĕртнĕ: çăмăллăхсемпе 50 çула çитичченхи ÿсĕмрисем те усă курма пултараççĕ. Çамрăксемпе калаçмалла, ялхуçалăхĕ те ытти бизнесран нимĕнпе те уйрăлса тăманнине, ялта ĕçлесен те тупăш илсе лайăх пурăнма пулнине ăнлантармалла. Халĕ «ялхуçалăхĕ - тĕпсĕр шăтăк мар ĕнтĕ», - терĕ республика Пуçлăхĕ.
Хальхи вăхăтра туянакан çĕрулмипе сĕт хакĕсем йÿнелсе кайрĕç. Сĕт туса илекен уйрăм çынсене пулăшма çук-и? Кун пирки республика Пуçлăхĕ çапла хуравларĕ: «Раççей иккĕмĕш çăкăрпа» хăйне хăех тивĕçтерет, вăл ытлашшипех. Чи пысăк пахалăхлă сĕтĕн пĕр килограмĕ 20-21 тенкĕпе сутăнать. Пĕчĕк пахалăхлине вара 14 тенкĕпе туянаççĕ. Апла пулсан сĕт пахалăхне лайăхлатмалла. 2012-2013 çулсенче уйрăм хуçалăхсенче сĕт туса илекенсене шăрăх çанталăка пула тăкак тÿснĕшĕн выльăх апачĕ туянма пулăшнăччĕ. Кăçал бюджетран уйăраймастпăр. Халĕ ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене пулăшатпăр. Раççей Ялхуçалăх министерстви уйăрнă укçа-тенкĕпе 1 кг паха сĕтшĕн 1,60 тенкĕ уйăратпăр. Шел, кунта уйрăм хуçалăх тытса пыракансем кĕмеççĕ. Кăçал çулла ялхуçалăх çыравĕ иртет, мониторинг тăвĕç. Çакăн хыççăн Раççей шайĕнче мĕнле те пулин пулăшу тăвасса шанас килет. Мĕншĕн тесен çĕршывра сĕт дефицичĕ 8 млн тонна çитет. Унпа усă курса хăш-пĕр предприятире пальма çăвĕпе усă кураççĕ, продукци йÿнерех пулать. Çавна пула лавккара конкурентлă мар лару-тăру сиксе тухать. Ку енĕпе федераци шайĕнче кĕрешеççĕ-ха».
Республикăра хăмла ĕрчетес ыйтăва та пачĕç журналистсем. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, хăмла ÿстересси пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ют çĕршывра туса илнĕ хăмла хамăрăнне хĕссе кăларчĕ. Халĕ çĕршывра çуллен 9,5 пин тонна кÿрсе килеççĕ. Хакĕ самаях пысăк. Хăмла туса илекенсем те пур-ха, Çĕрпÿре хăмла туса илес тĕлĕшпе ĕçлекен наука центрĕ те ĕçлет. Хăмла туса илме пуçăнакансем ăна ÿстерсе тупăш илме пултараççĕ. Анчах çакăн валли патшалăх ятарласа укçа уйăраймасть. Процент ставкине субсидиленĕ май хăмла плантацийĕсене хута яма пулать. Унччен Раççейри 20-е яхăн регионта хăмла ÿстернĕ. Халĕ ку енĕпе ĕçлекен пĕр Чăваш Республики çеç юлнă.
- Ялсенчи сахал ача çÿрекен шкулсене хупнине мĕнле хаклать-ха республика Пуçлăхĕ?
- Питĕ сахал ача вĕренекен шкулсене хупма тивет. Класра 3-5 ача пулни хăйсемшĕн те, учительсемшĕн те лайăх мар. Сахал ачаллă класра вĕренекенсем пĕр-пĕринпе тупăшса пĕлÿ пухаймаççĕ. Ачасене шкул автобусĕсемпе база шкулĕсене турттаратпăр. 20-25 ачаллă класра вĕсем пĕр-пĕринпе ытларах хутшăнаççĕ, пĕр-пĕринчен лайăххине вĕренеççĕ. Унти учительсен квалификацийĕ те пысăкрах, пурлăхпа техника бази те пуянрах. Ялти шкула хупнишĕн малтанах ашшĕ-амăшĕ кăмăлсăрланать. Анчах каярах ачин пĕлĕвĕ ÿснине, ачасемпе хутшăнасси лайăхланнине ăнланса илет.
Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене кашни шкула спорт залĕ, футбол площадки туса парасси, Республика Пуçлăхĕ Крымри тата Севастопольти чăвашсен Акатуйне хутшăнасси, Чăваш Республикинче тĕнче тата çĕршыв шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсем ирттересси, регионсене пĕрлештерес ыйту кун йĕркинче тăнипе тăманни, индустри паркĕсем тăвасси, «Трактор тăвакансен завочĕсем» концерн шăпи, хăй вăл отпуска мĕнле ирттерни, «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнасси тата ытти ыйтусем кăсăклантарчĕç. Михаил Игнатьев пурин ыйтăвне тулли хуравсем пачĕ.
Н.АЛЕКСЕЕВ.