Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Малов: «Мĕнпур тĕллевсене пĕрлехи командăпа татса парăпăр»

30 апреля 2016 г.

Николай Малов: «Мĕнпур тĕллевсене пĕрлехи командăпа татса парăпăр»

«Малтанхи сасăлава хутшăнакансенчен пĕри те, вăл миçемĕш вырăн йышăннине пăхмасăр, «Единая Россия» партин куç умĕнчен каймĕ», - пĕлтернĕ «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов. Унсăр пуçне çапла хушса хунă: «Çĕршывра вăйлă политика партийĕ шутланакан «Единая Россия» умĕнче тăракан мĕнпур тĕллевсене  сасăлава хутшăнма кăмăл тунă  пĕр командăпа татса парăпăр».

Партине çĕнĕ çынсем килмелли пирки правительство пуçлăхĕ, «Единая Россия» партин председателĕ Дмитрий Медведев малтанхи сасăлава хутшăнакансемпе çĕршыв президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ тĕлпулура та каларĕ. Видеоконференци режимĕпе йĕркеленĕ тĕлпулăва çĕршывăн 85 регион представителĕсем хутшăнчĕç.

Дмитрий Медведев малтанхи сасăлав политика карьерине тăвас тĕллев тытнă çынсем  хăйĕн кандидатурине ирĕккĕн тăратса суйлава хутшăнма май пани тесе палăртнă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл «Единая Россия»  çĕршыв шайĕнче малтанхи сасăлав ирттерсе партине май пур таран çĕнĕ граждансем килччĕр тесе йĕркеленине те аса илтернĕ. Унăн сăмахĕсенчен малтанхи сасăлав тапхăрĕнче  виçĕ пине яхăн кандидатурăна суйласа илни паллă. Вĕсенчен икĕ пине яхăн çын - «Единая Россия» парти членĕ, тепĕр пинĕшĕ - нимĕнле партинче те тăманскерсем, çапах «Единая Россия» партин, президентăн курсĕпе пырса политика пурнăçне хутшăнма хатĕрскерсем.

Раççей Президенчĕ тата «Единая Россия» парти никĕслевçи Владимир Путин малтанхи сасăлав çĕннине, общество пуласлăхĕшĕн суйлавра малтанхи утăм тăвакан малашлăхлă çынсене шырама май паракан эффективлă инструмент вырăнне  пулнипе килĕшнĕ.  Хальхи вăхăтра политикăра та проффессионалсем кирлине уйрăммăн палăртнă.

«Политикăра ĕçлени çеç çителĕксĕр, - хушса хунă Владимир Путин. - Унсăр пуçне чун-чĕререн лару-тăрăва лайăх еннелле улăштарас, обществăшăн, уйрăм çынсемшĕн, конкретлă çынсемшĕн ĕçлеме тăрăшакан пулмалла».

Владимир Путин юлашки çулсенче «Единая Россия»  тĕп политика вăйĕ пулнине палăртнă. Çакă çĕршыв парламентĕнчи депутатсен йышĕнчен çеç мар, вĕсен политика характерĕнчен те курăнать. Вăл малашне те парти çынсен лайăх пурнăçĕшĕн тăрăшса яваплă  тата виçеллĕ политикăна малалла тăснине шантарнă.

Владимир Путин малтанхи сасăлава хутшăнакансенчен тĕрĕс тата конкурентлă кĕрешÿ пулнине кăтартма ыйтнă. Çавăн пекех вăл политик  е çын хулпуççийĕ çине тиенекен  яваплăх пирки те аса илтернĕ. 

«Ку йывăр тиев, мĕншĕн тесен экономика, социаллă сфера валли тунă  çăмăл мар йышăнусем  пирки кашни çынна чĕри патне çитермелле ăсталăхпа ăнлантарса памалла», - çапла суннă юлашкинчен çĕршыв президенчĕ малтанхи сасăлав участникĕсене.

Малтанхи сасăлава хутшăнакан «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн ертÿçи Николай Малов хăйĕн шухăшне çапла палăртнă: «Эпир питĕ пысăк эмоци зарячĕ илтĕмĕр, пирĕн президент хыçĕнче мĕнле хăватлă команда пулнине ăнлантăмăр. Эпир пурте тăван Чăваш Еншĕн тата çĕршывшăн кăмăлтан ĕçлеме хатĕр», - пĕлтернĕ Николай Малов. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика