30 апреля 2016 г.
Çĕнĕ Эйпеç пысăках мар ял. Ытти çĕрти пекех халĕ ытларах ватăсем пурăнаççĕ. Анчах ял хăйĕн пултаруллă çыннисемпе, вĕсен мал ĕмĕтлĕ ĕçĕсемпе мухтанма пултарать.
Иртнĕ çул вĕçĕнче ял çыннисем граждансен пухăвĕнче ялта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума влаç органĕсем умне ыйтупа тухнă. Кăçал вара Çĕнĕ Эйпеçре çĕнĕ ФАП тума йышăнни ял çыннисене савăнтарсах янă. Мĕншĕн тесен клуб çумĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ кивелсех çитнĕ. Анчах фельдшерпа акушер пунктне ăçта вырнаçтармалла; Нумай шутланă хыççăн Лаш Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕ ăна клубăн сулахай енне, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăк вырăнне вырнаçтарма йышăннă. Вăл та, 1975 çулта тунăскер, кашни çул юсаса тăрсан та юхăнса пынă, çĕннине тума вăхăт çитнĕ. Çапла майпа пĕр харăсах икĕ объект тăвас ыйту тухса тăнă. ФАПне тума патшалăх укçа-тенкĕ парать. Çĕнĕ палăк вырăнне, ăна мĕнле укçапа лартасси пирки ял çыннисен, ял тăрăхĕн хăйсен шутлама тивнĕ. Специалистсем ăна клубăн сылтăм енне вырнаçтарма сĕннĕ.
Клубăн сулахай енче çĕнĕ ФАП стенине хăпартаççĕ. Ăна хирĕç апрелĕн 22-мĕшĕнче Елчĕкри «Ритуал» ОООра ĕçлекенсем çĕнĕ палăк вырнаçтарса лартрĕç. Мрамортан касса кăларнă пысăк плита çине Берлинти Трептов паркĕнчи палăк сăнне ÿкернĕ. Сулахай тата сылтăм енĕсене икĕ стела çине Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсен хушамачĕсене çырса хунă.
Киввине пăснă хыççăн çĕнĕ палăка виçĕ эрне хушшинче хальхи вырăна вырнаçтарса лартни пирки ял старости Геннадий Туманов çапла каласа пачĕ: «Ялта çул сарма, çавра кÿлле тасатма халăхран укçа пуçтарнăччĕ. Ара, çулĕ те, кÿлли те пурне те кирлĕ-çке. Сăваплă ĕç валли ун пек тăвас темерĕмĕр: кам мĕн чухлĕ парас тет - патăр. Пĕлетĕр-и, палăк лартма никам та укçа пуçтарса çÿремерĕ, кашни çемье пĕр хистемесĕр вăй çитнĕ таран укçа пачĕ. Çапла палăк лартма хальлĕхе 90 пин тенкĕ ытла пуçтарăнчĕ. Палăк йĕри-тавра тумалли ĕçсем тата пур-ха. Çак ĕçе районта, республикăра, ытти регионта, çĕршывра пурăнакансем - районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Марина Васильева, Елчĕкри ЗАГС пайĕн начальникĕ Валентина Спиридонова, Мускаври Владимир Журавлев, Виталий Иголкин, Испанири Аркадий Дружинин, Елчĕкри «Ритуал» ООО ертÿçи Леонид Григорьев пысăк пулăшу пачĕç. Ялти хресчен /фермер/ хуçалăхĕ тытса тăракан Бикуловсем укçасăр пуçне палăк никĕсне яма строительство материалĕсемпе тивĕçтерчĕç. Ялти активистсем Владимир Воробьев, Геннадий Воробьев, Тамара Николаева пенсионерка тăрăшса ĕçлерĕç. Районта паллă строителĕн Сергей Тумановăн бригади палăк умне брусчатка сарса пачĕ. Палăк тума хутшăннă кашни çынна чĕререн тав тăватăп. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ялти палăка савăнăçлă лару-тăрура уçатпăр. Кăмăла хуçакан пĕр тĕслĕхе аса илмесĕр хăварас килмест. Кивĕ палăка пăснă хыççăн Интернетри социаллă сетьре пĕр блогер: «Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илессине хальхи влаçсем Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçре вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăка аркатнинчен пуçларĕç» шухăшлă хыпар вырнаçтарчĕ, çĕршыв тăрăх элек сарчĕ. Çĕнĕ палăка уçма ăна та чĕнесшĕн. Куртăр пирĕн ĕçе - палăка, унпа юнашар çу пуçламăшĕнче хута каякан çĕнĕ ФАПа. Анчах килĕ-ши? Ун пек çынсем элек сарма, çын тунине хурлама, вĕчĕрхенме çеç ăста».
Ялти хисеплĕ çын сăмахĕсем çумне мĕн хушса калăн? Пĕтĕмпех тĕрĕс вăл калани.
Н.АЛЕКСЕЕВ.